849dfb0122e8422eb69b5444b2e34f67Иртнĕ кунсенче Тă­вай муниципаллă округĕнчи «Медвежий угол» кану вырăнĕн­че «Ялта чи ла­йăххисем» çамрăксен тă­ваттăмĕш агрослечĕ ирт­рĕ. Асăннă мероприятие «Çĕнтерĕве пĕрле кĕт­се илетпĕр» девизпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Вăл Чăваш Енри 1600 ял çамрăк­не пĕрлештерчĕ. Çавăн пекех ку мероприятие Атăлçи федераллă округĕнчи ре­гион­сенчен 70-е яхăн хăна та килсе çитнĕ. Унпа пĕрлех кунта ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата ветерансем те пулчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев агрослета хутшăннисене саламланă май асăннă мероприяти регионшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăрт­рĕ. «РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Анатольевич Комаров тĕрев пани, Атăлçи федераллă округĕнчи регионсенчен килнĕ çамрăксем тата «Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕ» Пĕтĕм Раççейри çамрăксен обществăлла организацине ертсе пыракансем асăннă мероприятие активлă хутшăнни пирĕн пуçарулăх çÿллĕ шайра пулнине палăртать. Çак проекта малашне те аталантарăпăр», - терĕ Олег Алексеевич.

c848b25441cc464f9a17ad69457432acЧăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çавăн пекех «Çĕнтерĕве пĕрле кĕтсе илетпĕр» ятпа йĕркеленĕ дискусси площадкине çитсе курчĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене, паттăрла ĕçĕсене хальхи обществăн яланах асра тытмаллине палăртрĕ. «Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем вăрçă вăхăтĕнче паттăрлăхпа, хăюлăхпа, фронтра та, тылра та ырми-канми ĕçĕсемпе палăрнă. Çак Çĕнтерÿ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине яланах асра тытмалла. Кăçал агрослетра кашни муниципалитет Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă паттăрсем, вĕсен ĕçĕсем çинчен анлăн çутатса пачĕ. Кунта ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем тата ветерансем пĕрле пулни пысăк пĕл­терĕшлĕ, мăнаçлăх туйăмĕ çуратать», — терĕ Олег Алексеевич.

«Агропродакшн: паллă ял блогерĕ мĕнле пулмалла?» ятпа иртнĕ дискусси площадки те хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Кунта çамрăксем йышлăн хутшăнчĕç. Агрослетра çавăн пекех спорт вăййисем те иртрĕç. Квадроциклпа чупассипе Вăрмар тăрăхĕн­че çуралса ÿснĕ Дмитрий Петров вара пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех вăрмарсем хатĕрленĕ пулă яшки те чи тутлисен шутĕнче пулчĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан, агрослет интереслĕ те çамрăксемшĕн усăллă иртрĕ.

Ирина ВАСИЛЬЕВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн экономика тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика