Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕпе тата проектсем тăвассипе ĕçлекен Канашăн ларăвĕ пулнă. Унта регионти проектсене пурнăçланин эффективлăхне тишкернĕ.

Канашлура ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Инна Волкова тухса калаçнă. Вăл палăртнă тăрăх, «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Енре «Агропромышленноç комплексĕн продукцийĕн экспорчĕ» регионти проект малалла пурнăçланать /2025-2030 ç.ç./. Унăн тĕллевĕ — АПК экспортне 1,5 хут ÿстерсе 73,2 млн АПШ /США\ долларĕ таран çитересси. Проекта регион укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ.

2025 çулта Чăваш Ен предприятийĕсем халăхсем хушшинчи куравсемпе форумсене активлă хутшăнаççĕ /«ПРОДЭКСПО 2025», «Раççей — Ислам Тĕнчи: KazanForum 2025»/. Çулталăк вĕçлениччен «Раççейре туса кăларнă» форума, WorldFood Moscow курава, Китайри, Индири, Казахстанри мероприятисене хутшăнма палăртнă.

Маларах планланă тăрăх, 2025 çулта продукци экспорчĕн калăпăшĕ 50,4 млн АПШ долларĕпе танлашмалла. Кăçалхи пилĕк уйăх хушшинче регионтан 9,8 пин тонна АПК продукцийĕ ăсатнă, ку вăл çулталăк планĕнчен 30%. Экспорта ытларах кондитер изделийĕсем, чăх ашĕ, кофе тата чей концентрачĕсем, çу кăларакан культурăсем, лартмалли сухан каяççĕ. Продукцие 30 çĕршыва — Китая, Белоруссине, Азербайджана, Таджикистана, Узбекистана тата ытти çĕре те — ăсатаççĕ.

Кондитер тата макарон изделийĕсен, çăнăх, сăсăл /отруби\, алкогольсĕр тата спиртлă шĕвексен, аш-какай тата сĕт-çу продукцийĕн, çĕр улмин, лартмалли суханăн тата ытти продукцин экспорт калăпăшне ÿстерме планланă.

Чикĕ леш енчи компанисемпе килĕшÿ туса экспорт енĕпе ĕçлекен организацисем хушшинче: «Акконд», «Мега Юрма», «Чувашхлебопродукт», «Слава картофелю», «Букет Чувашии», «Волга Айс», Шупашкар хулинчи сĕт завочĕ, Етĕрнери спирт завочĕ, «Вавилон», «Агрохмель» тата ыттисем те.

«Ял хуçалăх аталанăвĕ тата ял хуçалăх продукцийĕн рынокне йĕркелесси» патшалăх программи шайĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç çине 5,4 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Укçа-тенкĕн пĕр пайне инвестици проекчĕсене, çав шутра экспорт енĕпе ĕçлекеннисене те, пурнăçлама уйăрĕç.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

 

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

 «Эпир пирĕн респуб­ли­кăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерме тăрăшатпăр. Ăнăçуллă ĕçлетпĕр пулине те, пурнăçланă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмăпăр. Çĕнĕ проектсем пурнăçланă май хамăрăн эффективлă опытпа усă курса малалла аталанмалла».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика