Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра «Яркое лето Чувашии» çĕнĕ проект старт илнĕ.
«Яркое лето Чувашии» — республикăра пурăнакан мĕнпур çынна пушă вăхăта усăллă тата интереслĕ ирттерме пулăшакан проект. Ăна çуллахи кунсем манăçми пулччăр, кашнине ырă кăмăл-туйăм парнелеччĕр тесе хута янă.
«Чăваш Ен — хавхалантаракан, чăннипех те чĕрĕ вырăн, кунта авалхи йăласемпе хальхи самана культурăра пĕр эреше пĕрлешеççĕ. Халăхăмăрăн хăйнеевĕрлĕхне — ăруран ăрăва куçса пыракан чĕлхине, йăлисене, юрри-кĕввине, уявĕсене — упраса хăварма пултарнишĕн эпир мăнаçланатпăр. Республикăра пурăнакан кашни çын тата хăнасем пирĕн пуян культурăпа паллашма пултарччăр тесе тăрăшатпăр. Чăваш Енре пысăк мероприятисем — фестивальсем, концертсем, куравсем, спорт турнирĕсем, халăх уявĕсем — иртеççĕ. Вĕсем кашнин кăмăлнех тивĕçтермелле. Анчах, килĕшсемĕр, информаци юхăмĕнче хăш чухне çухалса та кайма пулать. Шăпах çавăнпа эпир çĕнĕ социаллă проект — «Яркое лето Чувашии» — хута яратпăр. Ку вăл культура тата спорт мероприятийĕсен пĕрлехи календарĕ. Ун тăрăх канăва маларах планлама, вăхăта усăллă тата савăнăçлă ирттерме, тăван тăрăхăн çĕнĕ енĕсемпе паллашма пулать. Туристсене вара асăннă проект пирĕн республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсемпе паллашма пулăшĕ. Июнь уйăхĕнчи мероприятисен афиши паллă ĕнтĕ, кĕçех ятарлă сайт та ĕçлесе кайĕ. Унта интереслĕ пулăмсем пирки онлайн пĕлме пулĕ.
Иккĕленместĕп — кăçалхи çулла çĕнĕ пулăмсемпе, манăçми ырă кăмăлпа, пĕрлĕх туйăмĕпе асра юлĕ. Юратнă Чăваш Ене чĕрере упраса çуллахи кунсене пĕрле ирттерер», — тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ