IMG 0989

Çулсерен июнĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Социаллă сферăн ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Ку професси уявне йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене кунсерен пулăшу кÿрекен çынсене халалланă.

Социаллă сферăн ĕçченĕсем патшалăх тимлĕхĕ кирлĕ çынсене пулăшакан специалистсем шутланаççĕ. Вĕсем укçа-тенкĕ енчен пулăшассипе те, психологи пулăшăвĕ парассипе те, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, вăхăта усăллă ирттерме пулăшассипе те вăй хураççĕ.

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме ăнтăлать, кашни çын социаллă пулăшупа усă курма пултартăр тесе ĕçлет. Ж.Дмитриева директор ертсе пынипе учрежденинче 75 çын тăрăшать. Çулсерен вĕсем 5 пин ытла çынна 346 пин пулăшу тĕсĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Центрта социаллă пулăшупа килте тивĕçтерекен икĕ уйрăм ĕçлет, вĕсен руководителĕсем — Т.Малинкова тата Т.Илларионова. Вĕсем ерт­се пынипе 27 работник халăха уйрăм программăсем тăрăх социаллă пулăшу кÿрет. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, специалистсем 120 çынна килĕсенче пулăшусемпе тивĕçтерсе тăраççĕ, тимлĕх уйăраççĕ.

Çемьесемпе тата ачасемпе ĕçлекен икĕ уйрăмăн ĕçĕ-хĕл­не Н.Родзянова тата И.Николаева йĕркелесе пыраççĕ. Çак уйрăмсен тĕллевĕ — нумай ачаллă çемьесен, йывăр лару-тăрури çемьесен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси. Уйрăмсен сотрудникĕсем çемьесенчи лару-тăрăва ла­йăхлатассипе тăрăшаççĕ, çав шутра стационар мелĕпе те. Çавăн пекех вĕсем сусăр тата хевтесĕр ачасемпе те ĕçлеççĕ, çакăн пек ачасемлĕ çемьесене шута илеççĕ, нумай функциллĕ çемье центрĕнче мероприя­тисем ирттереççĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра уйрăмсен специалисчĕсем 61323 тĕрлĕ социаллă пулăшу тĕсĕсемпе тивĕçтернĕ.

В.Васильева заведующи ертсе пыракан ватăсемпе сусăр çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕн­чи стационар уйрăмĕнче паянхи кун 28 çын пурăнать. Уйрăмра тĕрлĕ социаллă проектсем пурнăçланаççĕ — «Пурнăç тĕсĕсем» /арт-терапи\, «Симĕс тĕнче» /сад-пахча ĕçĕ\, «Социаллă туризм», «Финанс пĕлÿлĕхĕ». Тĕрлĕ клубсен ĕçне те йĕркеленĕ, ĕçре хальхи йышши мелсемпе усă кураççĕ.

Васкавлă социаллă пулăшу кÿрекен уйрăмăн икĕ специалисчĕ — Н.Скворцова заведующи тата социаллă ĕçпе ĕçлекен специалист А.Иванова — васкавлă социаллă пулăшу кÿрессипе тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем ятарлă çар операцийĕн участникĕсен çем­йисемпе хутшăнса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех аякри ялсене тухса çÿресе унта пурăнакансене пулăшаççĕ, инвалид пулнă çынсене консультацисем параççĕ, реабилитаци тата абилитаци программисемпе усă курма пулăшаççĕ. Çулсерен вĕсен пулăшăвне Вăрмар округĕнче пурăнакан 2300 ытла çын илет.

Учреждени ĕçĕ патшалăх заданине, финанспа экономика ĕçĕ-хĕлне пурнăçлассипе, бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курассипе çыхăннă. Ку задачăна ертсе пыракан бухгалтер Н.Александрова, Т.Захарова экономист, сутăн илессипе ĕçлекен специалист А.Васильев пурнăçлаççĕ. В.Иванов тата В.Илларионов водительсем, Л.Михайлов дворник те ытти сотрудниксене пĕтĕм енчен пулăшаççĕ.

Професси уявĕ умĕн Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн кашни ĕçченĕ, çав шутра социаллă сферăн ветеранĕсем те, чи ăшă сăмахсене кăна тивĕç. Вĕсем халăхпа ĕçлеме пĕлекен чăн-чăн профессионалсем, чăтăмлăхпа, тÿсĕмлĕхпе палăрса тăраççĕ. Пирĕн туслă коллектив малашне те мĕнпур тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пырасса шанатпăр.

Татьяна ГРИГОРЬЕВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика