rexyRITTNSo

Çуллахи каникул та пуçланчĕ. Ачасем пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе Вăрмар округĕнчи шкулсем çумĕнче кăнтăрлахи лагерьсем ĕçлеççĕ, çав шутра В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче те.

«Ачалăх утравĕ» лагере ачасем йышлă çÿреççĕ. Вĕсене тĕрĕс воспитани парасси, Тăван çĕршыва юратма, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене хисеплеме вĕ­рентесси педагогсемшĕн малти вырăнта. Çавăнпа лагерь ĕçлеме пуçласанах кунта патриотла мероприяти иртрĕ — ачасем патне тĕл­пулăва ятарлă çар операцийĕн участникĕ Николай Александрович Григорьев килме кăмăл турĕ. Вăл шăпах çак кунсенче тăван тăрăхра кĕске отпускра.

Тĕлпулу вăхăтĕнче пирĕн ентешĕмĕр салтак служби, çарти юлташĕсен паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çул çитсен кашни çамрăк çыннăн Раççей Хĕç-Пăшаллă Çарĕсенче службăра пулмалла, Тăван çĕршыв умĕнчи гражданла тата çар тивĕçне пурнăçламалла, çĕршыв интересĕсене хÿтĕлемелле, унăн наци хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле.

Лагере çÿрекен ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, çав шутра Раççей салтакĕсен паттăрла ĕçĕсемпе кăсăк­ланчĕç. Шкул ачисем яракан çырусем салтаксене кăштах та пулин пулăшаççĕ-и, вĕсен кăмăлне çĕклеççĕ-и тесе интересленчĕç.

Николай Алек­санд­рович Григорь­ев тĕслĕхĕ çинче ачасем чăн-чăн паттăрсем пирĕн хушăмăртах пурăннине, Раççейĕн чăн-чăн гражданинĕ тата пат­риочĕ Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнине курса ĕненчĕç. Шкул ачисем салтака çирĕп сывлăх, службăра ăнăçу сунчĕç. Маскировка сечĕсем тата нÿрĕ салфеткăсем парса ячĕç.

Ирина ВАСИЛЬЕВА, шкул директорĕн канашçи

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика