photo 2025 06 02 10 57 27

Çак кунсенче В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта нÿрĕ салфеткăсем пуçтарассипе ыркăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Ăна ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшу кÿрес тĕллев­пе йĕркеленĕ.

Передовăйĕнче çапăçакан салтаксене нÿрĕ салфеткăсем çав тери кирлĕ. Вĕсем çăмăл мар условисенче тасалăха тытса тăма май параççĕ.

Шкулта вĕренекенсем, педагогсем, ытти ĕçченсем, ашшĕ-амăшĕсем ыркăмăллăх акцине активлă хутшăнчĕç. Яланхи пекех шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕн воспитанникĕсемпе воспитательсем те /сăн ÿкерчĕк çинче\ акцинчен айккинче юлмарĕç. Çапла пулмасăр, пĕрлĕхре эпир вăйлă, мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерме пултаратпăр.

Çак акци пирĕн шкула пĕр тĕллев тавра пĕрлештерчĕ. Ку вăл — паттăрсене пулăшасси тата тĕрев парасси. Акцие хутшăнса пирĕн хÿтĕлевçĕсене пулăшас ĕçе тÿпе хывнă кашни çынна тав сăмахĕ калатпăр. Нÿрĕ салфеткăсем пысăк калăпăшлă япала мар пулин те, вĕсем салтаксен сывлăхне упраса хăварма тата хăйсене хăтлăрах туйма пулăшаççĕ.

Эмилия ЛЕВИНА, Татьяна МАТВЕЕВА, Джемма БЕЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика