Иван РОДИОНОВ

Манăн хĕреснанне

Виç ипостаçлĕ Турă ячĕллĕ Чулкасри чиркĕвĕн настоятелĕ Елисей Илларионов иерей пиллĕхĕпе

/юрă/

Чиркÿре шыва кĕртрĕç мана,

Савăнтарчĕ ку манăн чуна.

Тытса куртăм эпĕ чана,

Хĕреснанне ыталарĕ мана.

Хушса юрламалли:

Эсĕ халь ман хĕреснанне,

Тĕл пулăп сана малашне.

«Хĕресна ывăл», — терĕн эс мана,

Çупăрлатăп халь эпĕ сана.

Священник пиллерĕ мана,

Çутрăм эпĕ çуртана.

Хĕреснанне юнашарах кунта,

Просвир пачĕ вăл мана.

Хушса юрламалли

Илемлĕ питĕ чиркÿре,

Телейлĕн тапать ман чĕре,

Килетĕп кунта малашне,

Çутатăп ăвăс çуртине.

Хушса юрламалли

Хĕреснаннене ялан кĕтетĕп,

Вăл кучченеçпе пĕрмаях килет.

Урамра халь эпĕ тăратăп,

Ăна курсан савăнатăп.

Хушса юрламалли

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика