a3a1805cc6e747cebc90b76cefe18d77

Канмалли кунсен­че Атăл леш енчи «Тăватă сезон» кану базинче çемьесен вĕрентÿ форумĕ — «Туриада» фести­валь иртнĕ. Ăна ЧР Вĕрентÿ министерстви тата Пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проект йĕркеленĕ.

«Туриада» — ахаль пулăм мар, вăл ачасен тата общество пурнăçне ашшĕ-­амăшĕсем хутшăннине палăртакан çĕнĕ формат.

«Туриада-2025» фестивале Чăваш Рес­публикинчи муниципалитетсенчен 80 ытла çемье хутшăннă, çав шутра Вăрмар муниципаллă округĕнчен — Степановсемпе Платоновсен çемйисем /сăн ÿкерчĕк çинче/. «Çак пысăк мероприятие хутшăнни пирĕн кăмăла çĕклерĕ, «Туриада» кунĕсем савăнăçлă иртрĕç. Пирĕн опыт ытти çынсене те — ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене — çитес фес­тивальсемпе конкурссене хутшăнма хавхалантарĕ тесе шанатпăр», — теççĕ ентешĕмĕрсем.

Виçĕ куна тăсăлнă фестивалĕн программи анлă та интереслĕ пулнă. Вĕрентÿ лапамĕсем ĕçленĕ, специалистсем ашшĕ-амăшĕсемпе калаçусем ирттернĕ. Активлă тата сывă пурнăç йĕркине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

cc6dd6d537254a9bb2a96f1f2c83eddd«Туриадăна» Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев старт панă. «Çак фестиваль вăйлă патшалăх никĕсĕнче тăракан çемье хак­лăхĕсен тата йăлисен пĕлтерĕшне уçса парать. Обществăлла проектсене хутшăнни çемьери çыхăнусене çирĕплетет, кирек мĕнле ыйтăва та татса пама, çав шутра Тă­ван çĕршыва хÿтĕлеме пултаракан çирĕп общество йĕркелет. Паянхи кун пирĕн ентешĕмĕрсем Раççей регионĕсен ытти çыннисемпе пĕрле çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлаççĕ те. Пирĕн мăн асаттемĕрсен йăлисемпе хаклăхĕсене малалла та ăруран ăрăва куçарса пырас тĕллевпе тăрăшаççĕ вĕсем», — палăртнă Олег Алексеевич.

«Туриадăн» тĕп мероприятийĕсенчен пĕри — çавра сĕтел ирттерни. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен представителĕсемпе — ашшĕ-амăшĕсен сообществисен пуçарăвĕсен Пĕтĕм Раççейри II-мĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе — тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Вĕсем воспитани ĕçĕн пĕр­лехи уçлăхне йĕркелесси çинчен, çавăн пекех ачасене вĕрентес тата воспитани парас сферăра ашшĕ-­амăшĕсен, патшалăх структурисен тата обществăлла организацисен хутшăнса ĕçлемелли пирки калаçнă. Раççейре ашшĕ-амăшĕсен сообществисен ĕçĕ-хĕлне аталантарас перспективăсене пăхса тухнă.

Çавра сĕтел ĕçне Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи, шкулти ашшĕ-­амăшĕсен комитечĕн представителĕ Наталия Лютикова та хутшăннă. Аса илтеретпĕр, Пинер шкулĕнчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ «Попади в десятку» проект хатĕрлесе ашшĕ-амăшĕсен пуçарăвĕсен Пĕтĕм Раççейри грант памалли конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Ольга ЯКОВЛЕВА, Вăрмар округĕнчи шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен канашçисен координаторĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика