Мускавран Владивосток таран, Астраханьтен Мурманск таран — «Туризм тата тараватлăх» çĕнĕ наци проекчĕ пулăшнипе курортсен, гастрономи, экологи, ăслăлăх, промышленноç тата туризмăн ытти тĕсĕсем те активлă аталанаççĕ.

Пĕтĕм çĕршывĕпех отельсемпе глэмпингсем уçăлаççĕ, турист маршручĕсене çĕнетеççĕ, фестивальсемпе уявсем ирттереççĕ, хальхи саманари çулçÿревçĕсене тивĕçтерекен инфраструктура тăваççĕ. Туристсене пахалăхлă сервиспа тивĕçтереççĕ, бизнеса вара патшалăх пĕтĕм енчен пулăшу кÿрет. Раççейри çулçÿреве хăтлă тата хăрушлăхсăр тăвас енĕпе, çулçÿреве кашниех тухма пултартăр тесе ĕçлет те ĕнтĕ «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ.

Регионсенче, çав шутра Чăваш Республикинче те, «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕн «Номер фончĕ, инфраструктура тата илĕртекен вырăнсем тăвасси» федераллă проекчĕ пурнăçланать. Ун тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн пысăк отельсен, хăна çурчĕсен, санаторисен, ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли курортсен, кану паркĕсен строи­тельствине тата реконструкцине укçа-тенкĕ уйă­раççĕ. Пысăк фестивальсемпе спорт уявĕсем ирттереççĕ, туризм маршручĕсене, пляжсене хăтлăлатаççĕ. Кăмăла каякан вырăна çитме транспорт инфраструктурине аталантарасси те малти вырăнта — çулçÿрев пĕччен туристсемшĕн те, ачаллă çемьесемшĕн те интереслĕ те хăтлă пултăр.

Инклюзив туризмне аталантарассине уйрăм тимлĕх уйăраççĕ, хевтесĕр, сывлăх енчен хавшак çулçÿревçĕсем валли ятарлă маршрутсем хатĕрлеççĕ. Объектсене пандуссемпе, çĕклекен хатĕрсемпе, автоматикăллă алăксемпе, автомашина лартмалли ятарлă вырăнсемпе, информаци терминалĕсемпе тата ыттипе те тивĕçтереççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ шайĕнче пирĕн регионта «Наци туризм маршрутне» хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Ку вăл Чăваш Респуб­ликин 2025-2030 çулсенчи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программин мегапроекчĕ. Наци туризм маршрутне 10 территори кĕрĕ: Шупашкар хули, Улатăр, Куславкка, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Етĕр­не, Йĕпреç, Çĕрпÿ округĕсем.

Наци туризм маршрутне хатĕрлесе аталантарни региона Раççейĕн туризм рынокĕнче çирĕп вырăн йышăнма, туризм сферинчи тата ытти отрасльсенчи вак тата вăтам бизнеса аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума пулăшĕ.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Наци туризм маршрутне хута яни Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерĕ. …Наци туризм маршручĕ территорисене туризмăн тĕрлĕ тĕсĕсенчи сервисне тивĕçтерекен инструментсемпе çыхăнтарĕ. Эпир пурнăçлакан инфраструктура проекчĕсем вара бизнеса аталанма майсем туса парĕç».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика