31a8dcaf53144dfbb3ef3f671d114048

Этемĕн çимелли те, тăхăнмалли те пур, çут тĕнчере вăл пĕччен мар. Вăл çакăншăн пуриншĕн те, пĕтĕм тĕнчешĕн те, тĕнчери йĕркешĕн те çынсене те, Турра та тав сăмахĕ каласшăн. Çак тĕллевпе чăвашсем уявсем ирттереççĕ, тĕрлĕ йăла-йĕркесене тытса пыраççĕ. Çултан-çулах кивви çĕннипе ылмашăннине, пурнăçри пĕр тапхăр тепĕр тапхăра куçнине асра тытаççĕ.

Унчченхи çулсенчи пекех кăçал та чулкассем хăйсен ял уявне анлăн ирттерме тăрăшрĕç. Яла мăнаçлă, хит­ре чиркÿ аякранах илем кÿрет. Авал Чулкас ялĕ икĕ ялтан тăнă: пĕри — Чулкас /Челкасы\, тепри — Сĕнтĕр /Ново-Ишино\. Чиркĕве вара Сĕнтĕр ялĕн­че 1814 çулта хута янă. Ăна халăхран пуçтарнă укçапа туса лартнă. Вăл Виç ипостаçлĕ Турă /Святая Троица\ ячĕпе хисепленсе тăрать. Çавăнтан пуçласа ял халăхĕ чиркÿ уявĕпе ял уявне çыхăнтарса мăн асаттесемпе мăн асаннесен йăли-йĕркисене тытса пырать.

Чулкас ялĕ, ытти ялсем пекех, пурăнма, малалла аталанма ăнтăлать. Çавна май ял уявĕнче савăнăçлă лару-тăрура çĕнĕ ача-пăча площадкине уçрĕç. Унăн строительствине Чăваш Республикин Правительстви пулăшнипе, Вăрмар округĕн администрацийĕпе Чулкасри территори пайĕ тата ял халăхĕ тăрăшнипе пуçарулăх бюджечĕн программи ша­йĕнче пурнăçланă. Ĕçсен хакĕ 3 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Ача-пăча площадкине уçнă май Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чулкасри территори пайĕн начальникĕ Георгий Усков тата ытти яваплă çынсем сăмах илчĕç. Вĕсем чулкассем яланах ĕçчен те маттур, туслă халăх пулнине палăртрĕç. Малашне те тăрăшса ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Çав кунах Чулкасра çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе кăсăклă мероприяти иртрĕ. Кун пек пысăк мероприяти Вăрмар округĕнче пĕрремĕш хут иртнине палăртмалла. Чулкасри тĕп шкулта вĕренекенсем 1812 çулхи Оте­чественнăй вăрçă ахрăмне туйса илме пултарчĕç. Раççей тата француз çарĕсен тумĕсене тăхăнса, алла хĕç-пăшал макечĕсене тытса çамрăксем вăйă евĕр иртнĕ çапăçăва хутшăнчĕç. Шăрăх çанталăка пăхмасăр Çĕнтерÿ ялавĕшĕн пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Тимĕрçĕ лаççи те уяв хăнисене хăй патне йыхăрчĕ. Тимĕр­çĕсем çар хатĕрĕсене, тумтир таврашне туптарĕç. Рыцарь тумне тăхăннă паттăрсем харсăррăн вăй виçни те куракансене илĕртрĕ. Çак мероприяти çитĕнекен ăрушăн питĕ вырăнлă пулчĕ. Çамрăксем унта хăйсен хастарлăхне тата хăюлăхне кăтартма пултарчĕç. Курма килнĕ хăнасемшĕн те, тĕрлĕ вăйăсене хутшăнакансемшĕн те уяв нумайлăха асра юлĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе художествăлла пултарулăх коллективĕсен концерчĕ, спорт мероприятийĕсем иртрĕç, ача-пăча валли вăйăсен программине йĕркеленĕ, Виç ипостаçлĕ Турă ячĕпе хисепленекен чиркÿ алăкĕсем те пурин валли те уçă пулчĕç çак кун. Каçхи сулхăнпа вара техĕмлĕ какай шÿрпи çиме пухăнчĕ туслă ял халăхĕ.

Альбина МИХАЙЛОВА, Чулкас шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика