photo 2025 06 10 08 16 32

Театр — чăн-чăн асам, хăйне евĕрлĕ тĕнче. Сцена çинче чĕрчунсем те, йывăç-курăк та, вĕçен кайăк та, çутçанталăк пулăмĕсем те калаçаççĕ.

Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти «Улыбка» театр кружокне çÿрекен çамрăк артистсем вĕренÿ çулталăкĕ тăршшĕпех шкул ÿсĕмĕнчи тата шкул çулне çитмен ачасене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем хăйсене шанса панă рольсене тăрăшса вĕренчĕç, тÿрĕ кăмăлпа хатĕрленчĕç.

Шкул сцени çинче ачасем «Сказка зеленого луга», «Колобок», «Репка», «Красная шапочка», «Под грибом», «Теремок на новый лад» юмахсене лартса пачĕç. Куракансем кашни юмаха тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Палăртмалла, 2024 çулта, шкул театрĕсен «АСАМ» ятпа иртекен II-мĕш фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕнче, «Улыбка» театр кружокне çÿрекен пултаруллă та талантлă ачасем «За дебют детской работы» номинацинче çĕнтернĕ. Маттур!

Ирина ЕФРЕМОВА, Арапуç шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика