8 h3jjzOz3A

2024-2025 вĕренÿ çулĕ Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа вĕçленчĕ. Кăçал 8-мĕш класс пĕтернĕ ачасем патне тĕлпулăва ятарлă çар операцийĕн участникĕ Игорь Владимирович Романов подполковник килчĕ. Шăпах çак класра унăн ывăлĕ Никита та пĕлÿ илет.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Игорь Владимирович Украина территорийĕнче пулса иртекен пулăмсем тата ятарлă çар операцийĕн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун Раççей Çарĕн служащийĕсем пирĕн патшалăхăн мирлĕ пурнăçĕшĕн тата суверенитечĕшĕн национализма хирĕç çапăçнине ăнлантарчĕ. Вăл çамрăксене Тăван çĕршывăн историне тĕпчеме, пирĕн паттăр мăн асаттемĕрсенчен тата хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлекенсенчен тĕс­лĕх илме чĕнсе каларĕ.

Ачасем Игорь Владимирович каласа панисене тимлĕн итлерĕç, кашни самантпа кăсăкланчĕç, хăйсене хумхантаракан ыйтусене пачĕç.

Аврора ГРИГОРЬЕВА, шкул директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика