Совет халăхĕ ылханлă вăрçа Аслă Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 80 çул иртрĕ. Вăрçăра пирĕн çĕршыв пысăк çухатусем чăтнă, нумай салтак çапăçу хирĕн­чех выртса юлнă. Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Вĕсен шутĕнче Вăрмар ра­йонĕнчи Çиçтĕпере çуралса ÿснĕ Елена Степановна Степанова.

Елена Степанова 1924 çулта çуралнă. Унăн ачалăхĕ çăмăлах пулман, пĕчĕклех тăлăха юлнă. Ашшĕ граждан вăрçинче пуçне хунă. Лена куккăшĕ патĕнче пурăннă.photo 2025 06 06 10 44 20

Шкул пĕтернĕ хыççăн Лена медсестрана вĕренсе Вăрмар район больницинче вăй хунă. Ялтан тухса кайсан Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хулинчи больницăра ĕçлеме пуçланă.

Çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнаççĕ, мирлĕ пурнăçа аркатаççĕ. Лена ĕçлекен больницăна госпиталь туса хураççĕ. Унта Карели фронтĕнче аманнă салтаксене вырнаçтараççĕ. Çав вăхăтра партизансем хăйсен «Полярник» ятлă отрядне йĕркелеççĕ. Лена та хĕрачасемпе пĕрле хăй ирĕкĕпе çав отряда каять.

Отрядри партизансем тăшман тылне кайса çине-çинех сăтăрлă ĕçсем тунă, вĕсен позицийĕсене аркатнă. Нимĕçсене çак лару-тăру питĕ тарăхтарнă. Вĕсем партизансене йĕрлеме пуçланă.

Пĕррехинче нимĕçсемпе тытăçса çапăçма лекнĕ. Çав вăхăтра Лена нимĕç офицерĕ отряд командирĕ çине тапăннине асăрханă, вара ăна пĕр тăхтаса тăмасăр персе пăрахнă. Çапăçура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Елена Степановна Степановăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Çавăн пекех «Отечественнăй вăрçă партизанне» медале те тивĕçнĕ вăл.

1943 çулхи ноябрь уйăхĕн пĕр сивĕ каçĕнче фашистсем Ленăсен отрячĕ çине пырса тухнă. Партизансен каялла чакма лекнĕ. Лена отряда хÿтĕлесе тăшман çине пĕр чарăнмасăр персе тăнă. Тан мар çапăçу. Çак хаяр çапăçура Лена йывăр аманнă, ăна нимĕçсем хупăрласа çавăрса илнĕ. Вара Лена юлашки гранатăпа вĕсене сирпĕтсе янă, анчах хăй те сывă юлайман. Çапла татăлнă партизанка пурнăçĕ.

Партизанка Лена пурăннă урам унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Василий Алентей сăвви тăрăх Григорий Моклаков композитор кĕвĕленĕ «Партизанка Лена» юрă сăмахĕсем те асран тухмаççĕ. Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăшманпа çапăçса хăйсен пурнăçне панă паттăрсен ячĕсем нихăçан та манăçмĕç.

Виличчен пурпĕрех

Лена тупрĕ вăй-хал.

Ак çĕкленчĕ пĕртен-пĕр гранат.

Партизанкăн юлать вăхăт питĕ сахал?

Хăй çапах тăшмана аркатать.

Çак сăмахсем тăшманпа мĕн çĕнтеричченех çапăçма чĕнсе каланă пек туйăнать.

Регина ЕГОРОВА, ĕç ветеранĕ

Çиçтĕпе ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика