Вăрмар округĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн заместителĕ Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тата ытти яваплă пуçлăхсем хутшăнчĕç. Ĕçлĕ ушкăн виçĕ пая пайланса Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Кавал ялĕсен территорийĕсенче пулса унти ĕççыннисемпе тĕл пулчĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пыракан ушкăн Пысăк Енккассинчи культура çуртĕнче ял халăхĕпе тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Чи малтанах Василий Викторович Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем çаксем: Чăваш Ене — 105 çул; 2020 — 2025 çулсенче Чăваш Енре пурнăçланнă ĕçсемпе пулăмсем; Республика кунне уявлассипе хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен йĕрки. Пĕрлехи информаци кунĕн пĕрремĕш темипе ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов тĕплĕн паллаштарчĕ. Иккĕмĕш темипе вара Василий Викторович сăмах илчĕ. Вăл çавăн пекех хамăр округра туса ирттернĕ ĕçсем тата малашлăхра пурнăçламалли тĕллевсем çинчен пĕлтерчĕ. Вырăнти халăхран та ыйтусем пулчĕç. Ĕçлĕ калаçу çул-йĕр, шыв ыйтăвĕсем тавра пулчĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Кавалти культура çуртĕнче ял халăхĕпе тĕл пулчĕ. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Адюков пухăннă халăха Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисемпе паллаштарчĕ. Республика кунĕнче иртекен мероприятисем çинчен вара Юрий Анатольевич тĕплĕн каласа пачĕ. Пĕрлехи информаци кунне çавăн пекех Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Александр Веселовский хутшăнчĕ, ял тата шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ял халăхĕнчен те ыйтусем пулчĕç. Вырăнти халăха культура çуртĕнче сĕтел-пукан çителĕксĕрри, ялта çамрăксем сахалланса пыни, çулран-çул çуралакансен йышĕ чакни пăшăрхантарать.
Иртнĕ çул Кавалти культура çуртне тĕпрен юсанă. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулать. Ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн кунти территоринче спорт инвентарĕсем те вырнаçтарнă. Малашлăхра клуб çумĕнчи парка та çĕнетес тĕллевлине палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василий Адюков.
Палăртма кăмăллă: ялта пурăнакансем, ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем, маскировка сечĕсем çыхассипе активлă ĕçлеççĕ. Çавăн пекех вĕсем пирĕн салтаксем валли çуллахи вăхăтра милĕксем те çыхаççĕ.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ Иван Иванов ертсе пыракан ушкăн Аслă Чак ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Зинаида ПАВЛОВА