«Физкультурăпа спорт аталанăвĕ» патшалăх программин никĕсĕнче — халăха физкультурăпа тата спортпа кăсăклантарасси, унта хутшăнтарасси. Программа тĕллевĕ — физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен пайне 2030 çул тĕлне 70 процента çитересси.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, пирĕн спортсменсен ăмăртусенчи ăнăçăвĕсем çамрăк ăру хушшинче спорта пропагандăлама пулăшать. «Регионта чăн-чăн чемпионсем пурăнаççĕ — вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене те активлă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ», — тет Олег Алексеевич.
Вăрмарсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах савăнтараççĕ. Нумай пулмасть çамрăк спортсменсем суд приставĕсен институтне 160 çул çитнине халалласа республикăра кĕрешÿ енĕпе иртнĕ уçă турнирта палăрнă. Атнаш ялĕнчи Богдан Васильев /42 кг таран\ 2-мĕш, Аслă Чак ялĕнчи Илья Степанов /60 кг/ 2-мĕш, Вăрмар поселокĕнчи Егор Николаев /60 кг ытла\ 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Спортсменсен тренерĕ — Валерий Орлов.
