IMG 8848

Чăваш Республикинче çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа Акатуйсен тап­хăрĕ пырать. Вăрмар округĕнче те июнĕн 12-мĕшĕнче ĕçпе юрă тата спорт уявне анлăн паллă турĕç.

IMG 8944Тĕп мероприятисем Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕнче иртрĕç. Кăçал Акатуй уявне Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалларĕç.

Уява килекенсене Ленин урамĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăх техникин куравĕ аякранах илĕртрĕ. Шăпах çак мăнаçлă техника Вăрмар округĕн анлă уй-хирĕсем тăрăх çÿресе пирĕн аграрисене лайăх тухăç туса илме пулăшать. Парка кĕрсен вара тÿрех хаваслă шăв-шав авăрне путма пулчĕ. Кунта иртенех пуçласа суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ. Çынсем Вăрмар райповĕн, уйрăм çын предпринимательсен палаткисенче тутлă апат-çимĕçпе, вĕтĕ кукăльсемпе, техĕмлĕ шашлăкпа, пылак мамăкпа тата ыттипе те тулли кăмăлпа сăйланчĕç. Ача-пăча площадкинче пурнăç чечекĕсен — хаваслă ачасен шăнкăрав пек кулли саманта та чарăнмарĕ.

Çулсеренех Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн педагогĕсемпе воспитанникĕсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтараççĕ. Вĕсем йĕркеленĕ мастер-класс та, баян каласа патриотла юрăсем юрлани те уява илем кÿчĕç. «Бензопăчкăсен тупăшăвĕ» конкурс ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Унта хутшăнакансем йывăçран ăсталанă тĕрлĕ япаласемпе тĕлĕнтерчĕç. Çĕнĕлĕх те пулчĕ кăçалхи Акатуйра — çарпа истори реконструкцийĕн клубĕсен коллективĕсем пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Округри предприятисем, организацисем, уйрăм çын предпринимательсем туса кăларнă продукцин, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчи ÿнер тата ал ĕç ăстисен курав ярмăркки уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Акатуй хăнисем, яваплă çынсем вĕсемпе хаваспах паллашрĕç, пысăк хак пачĕç, пирĕн округра чăннипех те питĕ талантлă çынсем пурăннине тепĕр хутчен курса ĕненчĕç.

Уявăн тĕп пайĕ Вăрмар округĕн хисеплĕ гражданинĕсем, тава тивĕçлĕ ĕçченсем, паллă ентешсем утнинчен пуçланчĕ. Унтан хореографи сюити пулчĕ. «Вăйă карти» сюита чăвашсен авалхи йăлисене сăнларĕ, ачасен флешмобĕ хаваслă иртрĕ, культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрлани чунри патриотла туйăмсене хускат­рĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев пухăннисене çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Акатуй çĕре юратакан тата çĕр çинче ĕçлеме пĕлекен çынсене пĕрлештернине, вăрмарсем шăпах та çавăн пек ĕçчен çынсем пулнине палăрт­рĕ. ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов та уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вăрмарсен ячĕпе янă çырăва вуласа пачĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов хăйĕн саламлă сăмахĕнче округри çĕр ĕçченĕсем ырми-канми пархатарлă ĕçĕпе тăван тăрăхăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.

Çавăн пекех вăрмарсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Леонид Пронин тата Юрий Зорин, Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн заместителĕ Андрей Данилов, «Ингосстрах» тата «Росгосстрах» страховани компанийĕсен Вăрмарти уйрăмĕсен руководителĕсем Ирина Алексеева тата Анатолий Васильев та Акатуй уявĕпе саламларĕç.

Çулсеренхи пекех ял хуçалăх ĕçĕнче, ытти сферăсенче палăрнă чи пултаруллă та ĕçчен çынсене сцена çине йыхравласа тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç. Агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн сварщикĕ Олег Жандаров, Тикашри ветеринари участокĕн заведующийĕ Людмила Иванова, Энтриялĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕ Людмила Яковлева ЧР Ял хуçалăх министерствин Тавне тивĕçрĕç.

photo 2025 06 17 14 11 05«Ялта чи лайăххисем» Агрослетра активлăхпа палăрнăшăн округри пултаруллă çамрăксене Александр Александрова, Ирина Васильевăна, Инна Ларионовăна, Римма Михайловăна, Дмитрий Петрова та ЧР Ял хуçалăх министерствин Тавĕпе чысларĕç.

«Ака чемпионĕ» ята «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Николай Васильев, «Çĕр хатĕрлессипе чемпион» ята çак хуçалăхри Василий Петров, «Чи лайăх доярка» ята та асăннă хуçалăхри Венера Максимова тивĕçрĕç.

Июнĕн 12-мĕшĕнче çĕршывра Раççей кунне паллă тунă май Раççейĕн çамрăк гражданинĕсене савăнăçлă лару-тăрура паспортсем пачĕç. Округри активистсене ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу кÿнĕшĕн Хисеп грамотисемпе, «Тыл — фронта» медальсемпе чыларĕç. Ытти наградăсем те чылай пулчĕç.

Сцена çине Вăрмар округĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем тухса пысăк уяв концерчĕпе савăнтарчĕç. 2025 çулхи Акатуй пикине палăртассипе конкурс пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне Мăнçырма ялĕнчи Ирина Трофимова тивĕçрĕ.

Массăллă спорт мероприятийĕсем интереслĕ иртрĕç. Чи кăсăкли вара наци кĕрешĕвĕ пулчĕ. 75 килограмран сахалтарах таякансем хушшинче Чулкас ялĕнчи Радий Туймукова çитекенни пулмарĕ. 75 килограмран йывăртараххисем хушшинче вара Зеленодольск хулинчи Айдар Ахметов çĕнтерсе тĕп парнене — такана тивĕçрĕ. Тикаш ялĕнчи Алексей Прохоров 2-мĕш, Çиçтĕпе ялĕнчи Кирилл Яковлев 3-мĕш пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене мероприяти спонсорĕсен «Иванов В.А.» тата «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕсен парнисемпе — укçа-тенкĕ сертификачĕсемпе чысларĕç.

Каçхине вара паркра чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ иртрĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика