SVO1Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе, тăшманпа çапăçса пуçне хунă кашни паттăрăн ячĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Вĕсем ĕмĕрлĕх астă­вăмра юлĕç, ăруран ăрăва куçса пырса пирĕн асăмăрта упранĕç.

Аслă Чак ялĕнче пурăнакансем те Украинăри ятарлă çар операци­йĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ хăйсен салтакĕсене асăнса çак кунсенче ял центрĕнче стелăсем вырнаçтарнă. Пурĕ виçĕ ят, виçĕ сăн ÿкерчĕк кунта: Евгений Алексеевич Михайлов, Алексей Сергеевич Сергеев, Александр Михайлович Иванов.

Ял халăхĕ пĕрлĕхре пулнипе, Аслă Чак ялĕн старости Владимир Пет­рович Иванов ертсе пынипе, салтаксен тăванĕсемпе çывăх çыннисем тăрăшнипе, пурте пĕр тĕллевлĕ пулса укçа-тенкĕ пуçтарнипе пурнăçланă çак пысăк та пархатарлă ĕçе. Халĕ ĕнтĕ стелăсем ларакан территорие тирпей-­илем кĕртес тĕллевлĕ аслăчаксем. Вĕсем кунта бордюрсем хурасшăн, вак чул сарасшăн, чечексем лартасшăн.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика