Вăрмар округĕнче чăннипех те активлă, ырă кăмăллă, маттур çынсем пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра, ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта, вĕсем хамăрăн салтак-ентешĕмĕрсене пулăшас тĕллевпе пĕр чăмăра пухăннă, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса салтаксем патне вырăнах çитерсе парассишĕн тăрăшаççĕ.
Вăрмар округĕн Акатуйĕнчи чыславра ытти хисеплĕ çынсемпе пĕрле ятарлă çар операцийĕн волонтерĕсене те тивĕçлипех наградăланă. Ырă ĕçшĕн панă наградăсене вĕсем Вăрмар округĕн пуçлăхĕн Василий Шигильдеевăн аллинчен илнĕ.
Ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене гуманитари пулăшăвĕ кÿнĕшĕн тата тĕрев панăшăн «Тыл — фронта» медальпе Николай Андреева, Алексей Егорова, Александр Егорова, Николай Яковлева, Сергей Яковлева, Александр Жандарова, Юрий Григорьева, Иван Испраева, Евгений Сереброва, Алексей Антонова, Алексей Михайлова чысланă.
15-мĕш уйрăм медицина батальонĕн 52890-мĕш çар чаçĕн грамотипе Алексей Владимирова, Николай Яковлева, Евгений Сереброва, Александр Матвеева, Татьяна Алексеевăна, Александр Виссарионова, Андрей Баржеева, Юрий Никонорова, Виктор Игнатьева, Геннадий Ямукова, Андриян Николаева, Владимир Васильева наградăланă.
137-мĕш уйрăм мотострелковăй бригадăн 01591-мĕш çар чаçĕн Тавне Вăрмарти культура çуртĕнче маскировка сеткисем çыхакансем Зинаида Андреева, Юлия Волкова, Людмила Краснова, Ирина Меркурьева, Эльверина Михайлова, Галина Федорова, Кивĕ Вăрмарта маскировка сеткисем çыхакансем Вера Енькова, Альбина Енькова, Маргарита Антонова, Людмила Борисова, Юлия Прокопьева, Елена Эверскова, Светлана Шурина, Валентина Григорьева тивĕçнĕ.
439-мĕш мотострелковăй полкăн 41885-мĕш çар чаçĕн Тав çырăвĕпе Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 6-мĕш класне, Галина Александровăна, Елена Дмитриевăна, Людмила Голубевăна, Эдуард Терентьева, Сергей Павлова, Юрий Иванова, Сергей Александрова, Александр Харитонова, Сергей Сергеева чысланă.
Ятарлă çар операцийĕн волонтерĕсем Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ, мĕншĕн тесен Çĕнтерÿ фронтра та, тылра та туптанать.
Ирина ДАНИЛОВА
