Анатолий ИВАНОВ
/Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтавĕн музейне 40 çул çитнĕ ятпа/
Вăрманпала туслă пурнаççĕ
Энĕшпуçсем мĕн авалтан.
Пуйăссемпе чансен сассийĕ
Ян-ян каять кунта ялан.
Паттăр çынсем мĕн чухлĕ тухнă
Çак чукун çул çинчи ялтан.
Хăшсем ялтах, хăшсем çул тытнă
Тăван Çĕршыв тăрăх малтан.
Мухтавлă Паттăрлăх музейĕ
Упрать вĕсен ырă ятне.
Илсе каять Астăвăм çурчĕ
Пире пулни-иртни патне.
Çапла, Энĕшпуçсем тĕпчеççĕ —
Кам-ха вĕсен чи паттăрри?
Криков юлташ, таврапĕлÿçĕ,
Тĕпчес ĕçре чи хастарри.
Çамрăк чухнех вăл шухăш тытнă
Çырмашкăн ял историне.
Шăп 40 сул каялла хывнă
Хальхи музейăн никĕсне.
Музейăн сентрисем упраççĕ
Чăваш аваллăхĕсене.
Вĕсем пире уçса параççĕ
Сăваплă шкул ĕçĕсене.
Çар çыннисем, спорт çыннисем —
Вĕçне тухаймăн шутласан.
Пушар хуралĕнчи çынсем
Мĕн чухлĕ тухнă ку ялтан.
Пĕр Нягин çеç мĕне тăрать
Пушарниксен отрядĕнче.
Ун ĕçĕ-хĕлĕ ăс парать
Çитĕнекен ăрусене.
Пушар вăл — хăрушла картина
Сиксе тухсассăн ăнсăртран.
«Неопалимая Купина»
Пире сыхлатăр пушартан.
Энĕшпуçсен ĕçĕсене
Криков асăрхасах тăрать.
Вĕсен паттăрлăхĕсене
Историне кĕртсе хурать.
Ачасене, ял халăхне
Тĕпчев ĕçне хутшăнтарать.
Тĕл пулакан чăрмавсене
Майне тупса сирсе пырать.
Ахальтен мар Астăвăм çурчĕ
Çак 40 çулăн хушшинче
Нумай хутчен пĕрремĕш пулчĕ
Музейсен конкурсĕсенче.
