b07b748b81fc40bf98bc343e542f30aa

Чăваш Республики 105 çул тултарнине халалланă пысăк уяв — концертсемпе спорт мероприятийĕсем, ярмăрккасемпе куравсем тата ытти те — июнĕн 23-24-мĕшĕсенче регионти мĕнпур муниципаллă округра анлă иртнĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкарта вара пысăк фестивальсемпе пулăмсем йĕркелесе ирттернĕ.

Шупашкарта пурăнакансене тата тĕп хуламăрăн хăнисене Хĕрлĕ лапамри сцена çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева тата Дмитрий Певцов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий саламланă.

«Чăваш Республики 105 çул тултарчĕ. Республикăра пурăнакан кашни çынна пĕр-пĕринпе çыхăнса, пĕр чăмăрта ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калас килет. Пурте пĕр­ле тăрăшнипе эпир пысăк çитĕнÿсем тăватпăр, кунпа мăнаçланатпăр. Эпир пирĕн мăн асаттемĕрсен ĕмĕрхи йăлисене хисеплесе тытса пыратпăр, ку вăл пире паянхи кун Чăваш Енри пурнăçа пахалăхлă çĕнĕ шайра йĕркелесе пыма пулăшать», — палăртнă Олег Николаев.

aabdb10150724ca2b2bb008fc842ca3aРеспублика кунĕнче çĕ­нĕлĕхсем сахал мар пулнă. Сăмахран, Раççейĕн юрă-кĕвĕ карттине презентациленĕ. Раççей композиторĕсем хăйсен регионĕсен хăйнеевĕрлĕхне, чунне, символикине тата историне палăртакан «юрă-кĕвĕ визит карточкисене» хатĕрленĕ. Шăпах пирĕн Чăваш Енрен «Раççейĕн юрă-кĕвĕ карттин» фестиваль пайĕ старт илнĕ — проект шайĕнче хатĕрленĕ произведенисенчен çĕршыв регио­нĕсенче ирттерме палăртнă концертсен программине йĕр­келенĕ. Республика кунĕнче вара «Чăваш Енĕн визит карточкин» премьери пулнă. Унпа пирĕн ентеш Дмитрий Тетель композитор паллаштарнă.

33-мĕш хутчен Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри халăхсен пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ иртнĕ. Унта Коми, Мари Эл, Тутарстан, Удмурт Республикисенчи, Чулхула, Тверь облаçĕсенчи тата, паллах, Чăваш Республикинчи юрă тата ташă коллективĕсен 200 ытла участникĕ хутшăннă. Вĕсемех июнĕн 24-мĕшĕнче Етĕрне, Муркаш, Çĕрпÿ округĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарта концертсем лартнă.

Чăваш Республикинче пу­рăнакансене халăх ăстисен конкурсĕ те черетлĕ хут илĕрт­нĕ. Раççейри 17 регионтан 47 ăста Пĕтĕм Раççейри декораципе прикладной искусствăн «Ăстасен Руçĕ. Ремесласен тăрăхĕ» 23-мĕш конкурсĕнче ЧР Пуçлăхĕн парнисемшĕн тупăшнă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче кăнтăрла Хĕрлĕ лапамри сцена çине рес­публика шайĕнчи ачасен художество пултарулăхĕн «Черчен чечексем» VII фестиваль-конкурсĕн участникĕсем тухнă, 30 номер лартса панă.

Унтан Хĕрлĕ лапам­рах Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ старт илнĕ. Чăвашсен аваллăхри йăлисене сăнлакан уяв тĕрлĕ регионсенче пурăнакан чăвашсене 13-мĕш хут пĕрле пуçтарнă.

Уяв мероприятийĕ­сем пурте кăмăллакан «Матушка», «Русская зима», «У истока, у реки» юрăсене юрлакан Татьяна Куртукова юрăçăн концерчĕпе вĕçленнĕ. Татьяна палăртнă тăрăх, вăл Чăваш Енре пĕрремĕш хут мар, çамрăкрах чухне пултарулăх коллективĕпе пĕрле килсе «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале хутшăннă.

l8E6gFBfwHCBBTRMiByaPP8YYw3vdk96492O7JHJMJ5hVh9QO4LrsmNUL78sVH52fdnwcpULWfUIetbnpyLaYrshÇавăн пекех Республика кунне халалласа Шупашкарăн историллĕ пайĕ тăрăх тÿлевсĕр экскурсисем иртнĕ, юханшыв портĕнче вара музыка каçне тата наци ташшин мастер-класне йĕркеленĕ.

Кăçал Республика кунне Етĕрне округĕнче те савăнăç­лă лару-тăрура паллă тунă. Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе кунта регионти пĕрремĕш теплица комп­лексне уçнă /сăн ÿкерчĕк çинче/. «Позитив» тулли мар яваплă общество ешĕл çимĕç­пе пахчаçимĕç çитĕнтерессипе промышленноç шайĕнче ĕçлет. «Комплекс продукцине çулталăк тăршшĕпех пĕтĕм çĕршывĕпе ăсатĕç. Чăваш çĕрĕн энергийĕ пĕтĕм Раççейĕпех са­рăлĕ, çурçĕрти регионсем та­ранах. Ассортимента та, продукци пахалăхне те ÿстерсе пырăпăр», — палăрт­нă Олег Николаев.

Регионсем хушшинчи халăх пултарулăхĕн «Манăн Чăваш Ен» уçă фестиваль иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионсенчен, çавăн пекех республикăри округсенчен 24 коллектив хутшăннă. «Кивĕ хула» паркра вара халăх промыслипе ремеслин фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăстасем тĕрĕсемпе, керамика изделисемпе, йывăçран, тиртен тунă тĕрлĕ япаласемпе паллаштарнă.

Етĕрнере иртнĕ уява Вăрмар округĕн представителĕсем те тулли кăмăлпа хутшăннă. Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн ĕçченĕсем — Ирина Васильева директор, Юрий Чернов тата Инна Ларионова педагогсем — йывăç çинче ÿкерессипе мастер-класс йĕркелесе ирттернĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Республика кунĕ шайĕнче Етĕрне хулинчи «Ĕçлев» стадионта Пĕтĕм Раççейри «Спорт çĕрĕ» марафонăн регионти тапхăрĕ те иртнĕ. Унта регионăн муниципаллă округĕсенчен 19 команда, çав шутра вăрмарсем те /сăн ÿкерчĕк çинче/, хутшăнса тĕрлĕ спорт дисцип­лининче чи лайăххин ятне тивĕçессишĕн ăмăртнă. Вĕсем ГТО нормативĕсене пурнăçланă, çемье эстафетине хутшăннă, вăй виçнĕ, волейболла, мини-футболла, лапталла вылянă. Вăрмарсен команди ГТО нормативĕсене пурнăçласа, вăй виçсе, мини-футболла выляса лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Пĕтĕмлетсе каласан, Рес­публика кунĕ регионта пурăнакансен тата республика хăнисен асĕнче савăнăçлă пулăмсемпе тата интереслĕ мероприятисемпе нумайлăха асра юлĕ.

Ариша СЕРГЕЕВА, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика