Юлашки пилĕк çулта наци проекчĕсене пурнăçласа пынă май Чăваш Енре медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ палăрмаллах лайăхланнă. Пулăшу çынсемшĕн меллĕрех пулса пырать.
2020-2024 çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарма 145 млрд ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕн 70 процентне çынсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх программипе килĕшÿллĕн тăкакланă. Иртнĕ пилĕк çулпа танлаштарсан республика бюджетĕнчен сывлăх сыхлав отраслĕ валли уйăрнă укçа-тенкĕ сумми икĕ хут ÿснĕ.
Çул-йĕр çинче инкеке лекнисене тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранисене пулăшма районсен хушшинчи центрсем валли вертолет площадкисем йĕркеленĕ. Санитари авиацийĕ пурри ку таранччен йывăр суранланнă тата хăвăрт пулăшу кирлĕ пурĕ 400-е яхăн çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май панă.
Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вертолетпа Улатăр, Çĕмĕрле, Шăмăршă округĕсенчен чирлисене Шупашкара илсе çитернĕ. Çапла май уйăхĕнче Улатăртан 41 çулти хĕрарăма, чĕре чирĕпе аптăранăскере, Шупашкарти кардиодиспансера 40 минутрах çитернĕ. Пулăшупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Чăваш Енре санитари авиацийĕ 2020 çулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтранпа Улатăрти больницăран 200 ытла чирлĕ çынна республикăн тĕп хулине вăхăтра çитерсе пурнăçне çăлса хăварнă.
Вертолетпа кĕске вăхăтрах çынсене Шупашкара çитересси «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Тăкаксен пĕр пайне федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев санавиаци тăкакĕсен пысăк пайне республика бюджетĕнчен тивĕçтерме хушнă. Çавна май, отрасль министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал регионта медицина вертолечĕпе сахалтан та 70 вĕçев ирттерме хатĕр.
Наталия ИВАНОВА
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Юлашки пилĕк çулта сывлăх сыхлавĕн инфратытăмĕ активлă çĕнелет, цифра технологийĕсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ, санитари авиацийĕ аталанать. Çавăнпа пирĕн сывлăх сыхлавĕн инфратытăмĕ çĕршывра чи лайăххисенчен пĕри, республикăра пурăнакансем вара пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе чăрмавсăр усă курма пултараççĕ».
