IMG 20250618 151055 724Çак кунсенче Кавал ялĕнчи стадионта пысăк спорт мероприятийĕ — пĕртăван Павловсен парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе матч иртрĕ.

Мероприятие уçнă май пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе Кавалти территори пайĕн начальникĕ Василий Адюков, «Çĕнĕ Кавал» команда представителĕ Сергей Степанов, «Йăвăнчă» тата «Йăвăнчă-2» командăсен представителĕ Асхат Садыков, çавăн пекех турнира йĕркелекенсем Александр Павлов тата Кирилл Павлов тухса калаçрĕç, спорт­сменсене турнира ăнăçлă ирттерме, тÿрĕ кăмăлпа тупăшма сунчĕç.

Матча пурĕ 6 футбол команди хутшăнчĕ: «Вăрмар», «Çĕнĕ Кавал», «Йăвăнчă», «Йăвăнчă-2», «Кавал», «Кавал-2». Вăйăсем çивĕч те интереслĕ иртрĕç. Матч пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 1-мĕш вырăна «Вăрмар» команда /Вăрмар поселокĕ/ йышăнчĕ, 2-мĕш вырăна «Çĕнĕ Кавал» команда /Çĕнĕ Кавал ялĕ/ тивĕçрĕ, 3-мĕш вырăна вара «Йăвăнчă» команда /Тутар Республикинчи Йăвăнчă ялĕ/ тухрĕ.mini

Малти вырăнсене йышăннă футбол командисене грамотăсемпе тата медальсемпе, Кубоксемпе тата пылак парнесемпе наградăларĕç. Ытти командăсене те тимлĕхсĕр хă­варман, пурне те пылак парнесемпе савăнтарнă.

Унсăр пуçне матчăн чи пултаруллă вăйăçисене тĕрлĕ номинацисенче палăртрĕç. «Чи лайăх бомбардир» ята 7 гол тапса кĕртсе «Çĕнĕ Кавал» командăри Илья Соловьев тивĕçрĕ. «Чи лайăх вратарь» ята «Йăвăнчă-2» командăри Захар Гатауллина пачĕç. «Кавал» командăри Тимур Пок­ровский «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» пулса тăчĕ. «Чи лайăх футболист» тесе «Йăвăнчă-2» командăри Сабина Батыршинăна йышăнчĕç. Пурне те вĕсене грамотăсемпе тата Кубоксемпе наградăланă.

Пĕртăван Павловсен парнисене çĕнсе илессишĕн мини-футбол енĕпе иртнĕ матча хутшăннă кашни команда çав тери пултаруллă пулнине палăртас килет, уйрăмах финала тухнă командăсем ăсталăхĕпе тĕлĕн­терчĕç. Матч судйисем Александр Павлов тата Кирилл Павлов, матч секретарĕ Кристина Павлова хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕç.

Мероприятие йĕркелекенсене тата спонсорсене — Александр Павловпа Кирилл Павлова — тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕшĕн, матча ирттерме пулăшнăшăн ырă кăмăллă çынсене пурне те тав сăмахĕ калатпăр.

Çакăн пек спорт мероприятийĕсем çынсен хушшинчи туслăха çирĕп­летеççĕ. Çамрăксене те, аслăрах ÿсĕмрисене те физкультурăпа спорта явăçтараççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ.

Кристина ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Warning: Illegal string offset 'style' in /home/gazet16979/gazeta1931.ru/docs/libraries/src/Helper/ModuleHelper.php on line 235

Warning: Illegal string offset 'style' in /home/gazet16979/gazeta1931.ru/docs/libraries/src/Helper/ModuleHelper.php on line 252

Основное меню

Наши соцсети

Документы

Новости

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика