Frolov

Çак кунсенче Энĕшпуç ялĕнчи культура çуртĕнче ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнакан, тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ Аркадий Витальевич Фроловпа тĕлпулу иртрĕ.

Патриотла мероприятин тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва Украинăри ятарлă çар операцине тÿрремĕнех хутшăнакан салтакпа куçа-куçăн тĕл пултарса унта пулса иртекен пулăмсем пирки ăнлантарасси. Вĕсем чăнлăха пĕлч­чĕр, пирĕннисем мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнине ăса хывччăр.

Тĕлпулу вăхăтĕнче СВО участникĕ Аркадий Витальевич, хальхи самана паттăрĕ, Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратнине, хăйĕн çывăх çыннисене тата тăванĕсене хÿтĕлеме ăнтăлнине пĕлтерчĕ, çарти юлташĕсен хăюлăхĕ çинчен каласа пачĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, салтаксем мĕнле условисенче пурăннине ыйтса пĕлчĕç. Вĕсем Аркадий Витальевича та, СВОна хутшăнакан ытти салтаксене те тăван килĕсене ырă-сывă тата Çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç.

Хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлеме кар тăнă паттăрсемпе эпир мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.

Ольга ЯКОВЛЕВА, Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика