
Çитĕнекен ăрăва пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕн пĕчĕкрен вĕрентни çав тери пĕлтерĕшлĕ. «Шăрпăк — вăйă мар», — текен каларăша ăсра тытчăр, мĕншĕн тесен вут-çулăм тухни пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать.
Тĕрĕс воспитани парас тĕллевпе çак кунсенче В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнчи воспитанниксемпе Вăрмар поселокĕнче — 39-мĕш номерлĕ пушарпа çăлав чаçĕнче экскурсинче пултăмăр. Пушарпа çăлав чаçĕн сотрудникĕ Никита Борисович Никифоров ачасене пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе, çăлавçăсен ятарлă тумĕпе паллаштарчĕ. Пушар машинин рулĕ умне те ларса курчĕç ачасем, хăйсен чăн-чăн пушар сÿнтерекенсем пек туйма пултарчĕç. Сывламалли аппарат та тăхăнса пăхрĕç, çăлавçăсен ĕçĕнче кирлĕ хатĕрсене тытса курчĕç. Унсăр пуçне Никита Борисович вĕсене вут-çулăм тухасран асăрханмаллине ăнлантарчĕ.
Пушарпа çăлав чаçĕнче экскурсинче пулни ачасене пушар сÿнтерекенĕн профессийĕпе тĕплĕнрех паллашма тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ăса хывма пулăшрĕ.
Эмилия ЛЕВИНА, Татьяна МАТВЕЕВА, Джемма БЕЛОВА
