Вăрмарти халăх историпе таврапĕлÿ музейĕнче Хусан хулинчи «Хусан çыранĕ» турист компанийĕ пулнă. Экскурси ушкăнне Леонид Абрамов ертсе пынă.
Музей экскурсовочĕ Галина Корытникова экскурсантсене тараватлăн кĕтсе илнĕ, «Вăрмар тăрăхĕ: истори, пулăмсем тата çынсем» темăпа экскурси ирттернĕ. Хăнасем Вăрмар районĕн историйĕпе паллашнă, Вăрмар поселокĕ мĕнле пулса кайнине пĕлнĕ, кунта пурăннă пĕрремĕш çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене, вăл вăхăтри япаласене курма пултарнă, малтанхи çулсенчи юрăсене, халапсене аса илнĕ тата ытти те. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикине 122 çул каялла никĕсленĕ. Унăн ĕçне пуçарса яраканĕ Çĕрпÿ купци Н.П.Курбатов пулнă. Экскурсантсене «Курбатовсемпе Бельковичăн авнă тата столяр сĕтел-пуканĕн фабрикин» историйĕ уйрăмах кăсăклантарнă. Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики кăларнă сĕтел-пукан интереслентернĕ.
