7745f718f8e844cdaf807d3ad62bb4c3

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чă­ваш Енре пурăнакан, хăйсен ĕçĕнче палăрнă ентешсене патшалăх наградисемпе чысланă. Вĕсен хушшинче — электроэнергетикăпа ял хуçалăх отраслĕн, пулăшусен сферин, сывлăх сыхлавĕн работникĕсем, культура деятелĕсем, вĕрентекенсем, экономистсем, вăрманçăсем, нумай ачаллă ашшĕ-­амăшĕсем, çавăн пекех граждансен пурнăçне çăлса палăрнă çынсем те. Пурте вĕсем Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев наградăна тивĕçнисене вĕсен курăмлă ĕçĕшĕн тата пурнăçри çирĕп позицишĕн тав тунă. «Эсир Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăран пирĕн республика çитĕнÿсен çулĕпе утăмлать. Ăнăçу никĕсĕ — шăпах эсир хывнă тÿпере. Тавах сире ĕçченлĕх­шĕн, харсăрлăхшăн тата тăван çĕре юратнăшăн», — палăртнă Олег Алексеевич.

Патшалăх наградине тивĕçнĕ хисеплĕ çынсем хушшинче Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн Пинерти территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Людмила Анатольевна Боредская та пулнă /сăн ÿкерчĕк çинче – пĕрремĕш ретре сулахайран иккĕмĕшĕ\. Ăна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» наградăпа палăрт­нă.

Людмила Анатольевна Боредская вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи ĕç кун-çулне 1989 çулта Пинер ял Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн секретарĕн­че вăй хума тытăннинчен пуçланă. Пинерти территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ пулса 2022 çултанпа тăрăшать. Унăн ĕçĕ яваплă та çăмăл мар. Мĕн тĕр­лĕ документпа ĕçлемелле, мĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла пулĕ... Анчах тÿрĕ кăмăллă, мал ĕмĕт­лĕ специалист йывăрлăхсен умĕнче парăнма хăнăхман, пуçланă ĕçе вĕçне çитеретех.

Людмила Анатольевна Пинер ял тăрăхĕнче пуçарулăх бюджечĕн прог­рамми шайĕнче проектсем хатĕрлесе пурнăçлама, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме, ĕç хучĕсем туса хатĕрлеме активлă хутшăнать. 1998 çултанпа Пинерти участокри суйлав комисси­йĕн председателĕн тивĕçĕсене хăй çине илнĕ. Тĕрлĕ шайри суйлавсем хатĕрлесе ирттерессипе яваплăн ĕçлет. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне, халăхсен перепиçне ирттерме те хутшăннă.

2015 тата 2018 çулсенче Людмила Анатольевна «Вăрмар районĕнчи чи лайăх муниципаллă служащи» конкурсра çĕнтернĕ. Унăн наградисен пухмачĕнче — Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем, «Единая Россия» партин Чă­ваш Республикинчи уйрăмĕн Тав çырă­вĕсем тата ытти те. 2012 çулта «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Тăван çĕршыва юратса, тăван тăрăха аталантарассишĕн вăй хурать Людмила Анатольевна. Ĕçченлĕхне тата ырă кăмăлне кура ял-йыш хушшинче пысăк хисепре вăл. «Чăваш Рес­публикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» наг­радăна тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр ăна!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика