2025 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Çамрăк çемье» программине хутшăнса Чăваш Республикинче пурăнакан 189 çамрăк çемье хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă, çав шутра Вăрмар округĕнче — 10 çемье.
Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал «Çамрăк çемье» программăпа 317 çемье усă курма пултарĕ. Ку тĕллевпе бюджетăн тĕрлĕ шайĕнчен 529,1 млн тенкĕ уйăрнă.
Мĕнле ĕçлет-ха программа? Субсиди пурăнмалли çурт-йĕр /хваттер е уйрăм çурт\ хакĕн 35 процентне хуплать. Программăна пурăнмалли условисене лайăхлатма учетра тăракан çемьесем хутшăнма пултараççĕ. Мăшăрсем иккĕшĕ те 35 çултан аслăрах пулмалла мар. Тĕплĕнрех çак ссылăкпа кĕрсе паллашма пулать: https://спроси.дом.рф/instructions/usloviya-programmy-ipoteka-dlya-molodykh-semey/
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ çамрăк çемьесемшĕн тĕп вырăнта тăрать. Эпир ăна татса пама активлă пулăшатпăр. «Çамрăк çемье» программа ĕçленипе 2024 çулта пирĕн республикăри 453 çемье хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарнă — ку вăл, 2023 çулхипе танлаштарсан, чылай нумайрах. Çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшас ĕçе кăçал та малалла тăсăпăр».
