Июнĕн 28-мĕшĕнче Вăрмар округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче, пĕтĕм çĕршыври пекех, ăсату каçĕсем иртнĕ. Çак каç Вăрмар округĕнчи 71 выпускник шкулпа сывпуллашнă.100

22 выпускник вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернине çирĕп­летекен аттестатсене, вĕренÿре уйрăмах палăрнăшăн медальсемпе Мухтав грамотисене тивĕçнĕ, вĕсен ашшĕ-­амăшĕсене вара Тав çырăвĕсем панă.

Ăсату каçĕнче кашни шкултах хисеп­лĕ хăнасем, депутатсем, вĕрентекенсем тата, паллах, ашшĕ-амăшĕсем выпускниксене ăшă та ырă сăмахсем каласа хавхалантарнă. Уяв пĕр енчен савăнăçлă, тепĕр енчен хурлăхлă та пулнă. Шкул çулĕсем вĕçленни — çитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Шкулпа, вĕрентекенсемпе, юлташсемпе сывпуллашни вĕсен чунĕсене яланах хумхантарать.

Выпускниксен пуласлăхĕ çутă та телейлĕ пуласса, шкулта илнĕ пĕлÿ çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшасса, кашни çамрăк килĕшекен професси суйласа пурнăçра хăйĕн çулне тупасса шанатпăр. Выпускниксен çитĕнĕвĕсем пире яланах савăнтараççĕ. Çулсеренех вĕсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ăнăçлă тытаççĕ, 2025 çулхи результатсем те аван пулчĕç. Экзамена 100 балпа тыт­нă выпускник те пур пирĕн кăçал. Ку вăл Г.Е.Его­ров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11 клас­ран вĕренсе тухнă Ольга Лаврентьева /сăн ÿкерчĕк çинче\. Вăл чи пысăк бала физика предмечĕпе тивĕçнĕ. Вĕрентекенĕ — Валерий Васильевич Андреев. Саламлатпăр, мăнаçланатпăр, малашне те вĕренÿре, пурнăçра çĕнтерÿсем тума сунатпăр!

Сергей ПАВЛОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика