Чăваш Енре регионсен хушшинчи «Эпĕ — хĕрарăм» V-мĕш конкурс вĕçленчĕ, анчах вăл парнеленĕ ырă кăмăл-туйăм халĕ те иксĕлмест.
Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Шупашкар хулинче савăнăçлă лару-тăрура «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсăн çĕнтерÿçисене наградăларĕç. Асăннă конкурса Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева пуçарса янă. Вăл унта хутшăнакансене пирĕн юратнă Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн чĕререн тав турĕ. Çавăн пекех конкурсантсен умĕнче саламлă сăмахпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та тухса калаçрĕ. Çак манăçми уява Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова ертсе пынипе Вăрмар округĕнчи хĕрарăмсен туслă делегацийĕ те хутшăнчĕ.
Оперăпа балет театрĕн сцени çинче 15 номинацинче мала тухнă 60 хĕрарăма чысланă. Вĕсен хушшинче вĕрентекенсем, воспитательсем, врачсем, культура тата промышленноç ĕçченĕсем, журналистсем, ял ĕçченĕсем, предпринимательсем, нумай ача амăшĕсем, СВО участникĕсен мăшăрĕсем. 100 çула çитнĕ кинемей те хăйĕн çĕнтерĕвĕпе тĕлĕнтерчĕ.
15 номинацинчен кашнинче 1, 2, 3 вырăнсене çĕнсе илнисене телефонпа ирттернĕ сасăлав тăрăх палăртнă. Унсăр пуçне йĕркелÿ комитечĕ тата жюри йышăннипе 15 хĕрарăма /кашни номинацинче пĕрер çынна/ Гран-при панă.
Вăрмар округĕнчи пултаруллă хĕрарăмсем те «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса активлă хутшăнса призерсем пулса тăнă. Вăрмар поселокĕнчи «Березка» ача сачĕн воспитателĕ Ирина Анатольевна Михайлова «Воспитани — манăн тивĕç» номинацинче 3-мĕш вырăна тухнă. Тивĕçлĕ канури Светлана Анатольевна Николаева «Кĕмĕл ÿсĕм — Раççей мăнаçлăхĕ» номинацинче 2-мĕш вырăн йышăннă.
Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева чи активлă тата пуçаруллă хĕрарăмсене ятарлă номинацисенче наградăланă. Çапла вара сцена çине хăпарса Тав çырăвĕ илме тата 10 конкурсант тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче — В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти директорăн заместителĕ, ĕç предмечĕн вĕрентекенĕ — Марина Николаевна Романова. Вăл «Килес ăрăвăн наставникĕ» номинацинче палăрнă.
Эпĕ хам та çак конкурсра «Пĕлÿ патне чăрмавсăр» номинацинче хутшăннă, 415 сасă пуçтарса 388 конкурсант хушшинче 11-мĕш пулнă. Ку вăл маншăн пысăк ăнăçу!
Маншăн та, конкурса хутшăннă ытти ентешсемшĕн те сасăланă, тĕрев панă кашни çынна тав сăмахĕ калатпăр!
Светлана РОМАНОВА
