Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсерен июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче — кăçал вăл июлĕн 5-мĕшĕнче пулать — Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне паллă тăваççĕ. Çак уява Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен альянсĕ 100 çул тултарнине халалласа Нацисен пĕрлештернĕ организацийĕн Тĕп Ассамблеин 1992 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчи 47/90 номерлĕ резолюцийĕпе çирĕплетнĕ.
Чăваш Енри потребсоюза — 105 çул
Потребительсен обществисен Чăваш Республикинчи союзĕшĕн кăçал юбилей çулĕ — 105 çул тултарчĕ вăл. 1920 çулта Чăваш автономи облаçĕнчи потребительсен обществисен уполномоченнăйĕсен пĕрремĕш съезчĕ иртнĕ. Унта потребительсен обществисен Чăваш облаçĕнчи союзне никĕсленĕ, Чăвашсоюзăн правленипе контроль канашне суйланă. Çав вăхăтранпа республикăри коопераци юхăмĕ активлă аталаннă, çапла вара нумай çул ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз — Раççей Центросоюзĕн тытăмĕн лидерĕсен шутĕнче.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ умĕн республикăри кооператорсене юбилей ячĕпе саламланă. «Чăвашпотребсоюз, хăйĕн историне пуçланă май, ял территорийĕсемпе ĕçлеме тĕллев лартнă. Союзăн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ шăпах çакăнта — 1500 ял-салара — пурнăçланать. Эсир республикăри ялсенче пурăнакан халăхăн 60 процентне кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсемпе тивĕçтеретĕр. Ку цифрăсем хăйсен пирки хăйсемех калаççĕ: кашни иккĕмĕш ялшăн пирĕн кооператорсен эффективлă ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ. Анчах чи пысăк çитĕнÿ — ял халăхне пулăшса тĕрев пани. Кунсерен пирĕн автолавккасем республикăн чи аякри кĕтесĕсене кирлĕ продуктсем илсе çитереççĕ, çынсен пурнăçне хăтлă, пахалăхлă тăваççĕ», — палăртнă вăл.
Чăвашпотребсоюз предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пĕлтĕрхи çул 15 млрд тенкĕрен те иртнĕ. «Ку кăтарту Чăвашпотребсоюз аталанăвĕн Комплекслă программине пурнăçламасăр пулма та пултараймастчĕ. Çулсеренхи инвестицисем 300-400 млн тенкĕпе танлашнă. 4 çул хушшинче 30-а яхăн суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕ хута янă, 200 объекта тĕпрен юсанă. Кăçал 2030 çулчченхи çĕнĕ программăна çирĕплетнĕ. Пирĕн ĕçĕн мĕнпур отрасльне аталантарма 1,6 млрд тенкĕ уйăрăпăр», — тенĕ Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов.
Ÿсĕмсем куç умĕнче
Вăрмар районĕнчи потребительсен обществи те хăйĕн ĕçĕ-хĕлне нумай çул çÿллĕ шайра пурнăçласа пырать. Вăрмар райпо Канашĕн председателĕнче чылайранпа ĕнтĕ Марина Аркадьевна Сейфуллина ăнăçлă вăй хурать.
Паянхи кун Вăрмар райповĕн тытăмĕнче 30 лавкка; медицина аптеки; «Общепит» тулли мар яваплă общество /«Юность», «Сказка», «Светлица», «Меркурий» кафесем, «Кулинария» буфет, çурмафабрикатсен цехĕ, çавăн пекех 14 шкулпа 12 ача сачĕн апатланăвне тивĕçтерет\; «Универмаг» тулли мар яваплă общество /хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕпе, суту-илÿ лаптăкĕсене тара парассипе ĕçлет/; 7 единица автомашинăллă автогараж; складсен хуçалăхĕ.
Вăрмар райповĕ округри бюджет тăвакан предприятисенчен пĕри, 2024 çулта пĕтĕм шайри бюджетсене 27 млн та 200 пин тенкĕ налук укçи хывнă. Райпо та, çав шутра «Общепит» тулли мар яваплă общество та, умри тĕллевĕсене пурнăçласах пыраççĕ, ĕç планне çулсеренех тултараççĕ. 2024 çулта Вăрмар поселокĕнчи «Заря», Зеленый», «Органика», «Вăрмар», Мăнçырмари «Новинка» лавккасем, Чулкасри, Энĕшпуçĕнчи, Аслă Чакри, Тикашри, Пысăк Енккассинчи лавккасем, медицина аптеки ÿсĕмсемпе палăрнă. «Общепит» тулли мар яваплă общество ĕç планне çулсеренех пурнăçлать. Обществăлла апатлану предприятийĕсем тĕрлĕ продукци, çав шутра çурмафабрикатсем, туса кăларнисĕр пуçне халăхран заказсем йышăнса туйсем, юбилейсем, çуралнă кунсем, пумилккесем ирттереççĕ.
2023 çултанпа «Общепит» Вăрмар округĕнчи мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕнчи шкул ачисене тата шкул çулне çитмен ачасене вĕри апатпа тивĕçтерет. Вĕсенчи сотрудниксен пĕлĕвне тата опытне ÿстерессипе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. 2024 çулта В.Д.Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул «Общепит» технологĕпе пĕрле Саранск хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Чи лайăх шкул столовăйĕ» конкурса хутшăнса финала тухнă, «Ял шкулĕн чи лайăх столовăйĕ» номинацинче палăрнă.
Вăрмар райповĕн тĕллевĕсенчен пĕри — ял халăхĕнчен тĕрлĕ продукци туянса хатĕрлев ĕçне пурнăçласси те. Ялта пурăнакансем хăйсен хуçалăхĕсенче туса илекен продукцие райпо урлă вырнаçтарса çемье тупăшне ÿстерме пултараççĕ.
Юсав ĕçĕсем туса ирттерессине, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессине, çĕнĕ объектсем уçассине, ĕçсен пахалăхне лайăхлатассине Вăрмар райповĕ малти вырăна хурать. 2023 çулхи декабрь уйăхĕнче, акă, Вăрмар поселокĕнче самана ыйтнипе килĕшсе тăракан çĕнĕ йышши пысăк лавкка — «КООПМАРКЕТ» — уçăлнă. Поселокри медицина аптекине юсанă: 2023 çулта тăррине çĕнĕрен витнĕ, 2024 çулта шалти юсав ĕçĕсене пурнăçланă, суту-илÿ оборудованине пĕтĕмпех çĕннипе улăштарнă. Кăçалхи çул пуçламăшĕнче вара реконструкци хыççăн «Заря» гастроном хăйĕн алăкĕсене уçнă. Юсаса çĕнетнĕ лавккара кашниех хăйне кулленхи пурнăçра мĕн кирлине туянма пултарать, таварсен ассортименчĕ анлă. Ытти ĕçсем те сахал мар пурнăçланă — пĕтĕмпех халăхăн кăмăлне тивĕçтерессишĕн.
Кадрсен пĕлтерĕшĕ пысăк
Вăрмар райповĕнче 141 çын вăй хурать. Райпо тытăмĕнче ĕçлекенсенчен чылайăшĕ кунта нумай çул тăрăшать, çамрăклах ĕçе кĕрсе ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлекенсем те сахал мар. Акă, хальхи вăхăтра «Меркурий» кафере ĕçлекен Роза Ивановна Елаковăна /сăн ÿкерчĕк çинче/ илер. Вăл Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти профтехучилищинче пĕлÿ илнĕ. Унтан Вăрмар райповĕнче сутуçăна вĕренсе 1979 çулта ĕçе пуçăннă. «Универмаг», «Детский мир», «Океан» лавккасенче, ял хуçалăх продукчĕсен лавккинче, Чупайĕнчи райпо лавккинче вăй хунă. 15 çул каялла вара «Общепит» тулли мар яваплă обществăна куçнă та «Меркурий» кафере ĕçлеме тытăннă, унтанпа пĕр улшăнмасăр ĕçлет кунта. Тăпăл-тăпăл, тăрăшуллă хĕрарăм хăйĕн тивĕçĕсене яваплăн пурнăçлать. Ĕçре те ĕлкĕрет, çемье ăшшине те тытса пырать. Мăшăрĕпе Анатолий Геннадьевичпа икĕ ывăла кун çути парнелесе ура çине тăма пулăшнă, халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Ĕçне кура – хисепĕ
Вăрмар райповĕ яланах малтисен ретĕнче. Акă, республикăра иртнĕ «Çулталăк предпринимателĕ - 2024» конкурсра «Общепит» тулли мар яваплă общество «Çулталăкри гастрономи лидерĕ» номинацинче çĕнтернĕ. «Чăваш Енри суту-илÿ - 2025» конкурсра «Чи лайăх фаст-фуд объекчĕ» номинацинче «Юность» кафе мала тухнă. «Чăваш Ен техĕмĕ - 2025» фестивальте Вăрмар райповĕ чăваш наци кухнин конкурсĕнче «Апат-çимĕç тутин пысăк пахалăхĕшĕн» номинацинче çĕнтерÿçĕ пулнă.
Вăрмар округĕн Акатуйĕнче çулсеренех Вăрмар райповĕн чи хастар ĕçченĕсене чыслаççĕ. Потребительсен кооперацийĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Заря» лавккан сутуçине Зинаида Николаевна Антоновăна Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе наградăланă кăçал. Кивĕ Шулханти райпо лавккин сутуçине Татьяна Анатольевна Павловăна Чăвашпотребсоюзăн Тав хучĕпе чысланă. Çавăн пекех Вăрмар райповĕ 2024 çулхи ăмăртусен кăтартăвĕ тăрăх обществăлла апатланăва аталантарассипе республикăра 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ /сăн ÿкерчĕкре — чыслав вăхăтĕнче/.
Палăртмалла, Вăрмар райповĕ округăн обществăлла пурнăçĕнчен, ыркăмăллăх ĕçĕсенчен айккинче юлмасть. Кашни çул «Ачасене — шоколад» акци ирттерсе сахал тупăшлă çемьесенчи, Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрти ачасене пылак парнесемпе савăнтарать. СВО пуçланнăранпах салтаксене валли апат-çимĕç продукцийĕ, гигиена хатĕрĕсем, техника хатĕрĕсем, çара кирлĕ тĕрлĕ япаласем тăтăшах ăсатать, укçа-тенкĕпе пулăшать, УАЗ автомашина та парса янă. Гуманитари пулăшăвĕ кÿрес ĕçри активлăхшăн «Общепит» коллективĕ Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Ирина ДАНИЛОВА
