KarinaЧăваш Республикинче «Время СВОих» программăн регионти тапхăрĕ старт илнĕ. Программа «Время героев» федераллă программăпа харăс пурнăçланать, унăн тĕл­левĕ — ятарлă çар операцийĕн участникĕсем хăйсен опычĕпе тата хăнăхăвĕсемпе гражданла пурнăçра çĕршыв ăнăçлăхĕшĕн усă курччăр тесе вĕсене тĕрлĕ енлĕ хатĕрлесси.

«Время СВОих» программа тăрăх 33 ветеран вĕренме тытăннă. «Вĕсем нумай тапхăрлă тĕрĕслев витĕр тухса суйланнă. Пĕр вырăншăн 12 çын тупăшнă», — пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Вĕрентÿ ятарласа хатĕрленĕ программăпа пулса пырать, унта управлени енĕсене аталантарассине, кашнин потенциалне уçса парассине тимлĕх уйă­раççĕ. «Иккĕленместĕп, «Время СВОих» программăна хутшăнакансем улшăнусен драйверĕсем, пире тĕрев паракан лидерсем пулса тăрĕç. Вĕсене регионти влаç органĕсенче, учрежденисемпе предприятисенче стажировка кĕтет. Пирĕн командăри опытлă управленецсем вĕсене хăйсен пĕлĕвĕпе паллаштарĕç, кашни тапхăртах пулăшса пырĕç», — тенĕ Олег Николаев. Программăна хутшăнакансене вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе вырнаçма условисемпе тивĕçтерĕç. Пурте вĕсем хăйсем суйланă направлени тăрăх тарăн пĕлÿ тата опыт илме, регион командинче тивĕçлĕ вырăн йышăнма пултарĕç.

Çавăн пекех хальхи вăхăтра çар тивĕçне пурнăçлакансене асăннă программăна хутшăнма резерва кĕртнĕ. Пурĕ 39 çынна. Вĕсем те СВОри службăна вĕçленĕ хыççăн вĕренме, ун хыççăн вара ĕçе вырнаçма пултарĕç.

Сăмаха май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕтĕм республика мăнаçланакан паттăрсем çинчен пĕлтерсех тăрать. Вĕсен шутĕнче вăл пирĕн ентеше те — Эçпепе ялĕн­че çуралса ÿснĕ, РФ Хĕç-Пăшаллă вăйĕсен ретне хăй ирĕкĕпе тăнă Карина Андреевна Егоровăна — палăртнă. «СВО зонинче хĕрсем те службăра тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри — медицина службин лейтенанчĕ Карина Егорова. Унăн историйĕ пирте мăнаçлăх туйăм­не хускатать. Вăл икĕ çул ĕнтĕ çăмăл мар условисенче салтаксен пурнăçне çăлса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартать. Унăн ĕçĕ — пирĕншĕн пуриншĕн те тĕс­лĕх. Унăн наградисем те хăйсен çинчен хăйсемех калаççĕ — «За спасение погибавших», «За помощь в бою», «За ратную доблесть». Вăл хăйĕн тивĕçне пирĕн хÿтĕлевçĕсене çăлассинче кăна мар, вĕсене ура çине тăма пулăшассинче те курать. Карина — регионти «Время СВОих» программăн участникĕ. Çар ĕçĕсем пыракан зонăран таврăнсан салтаксен реабилитацийĕн тата адаптацийĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлеме планлать», — тесе çырнă Олег Алексеевич.

Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика