
Июлĕн 7-мĕшĕнче «Нумай ачаллă Чăваш Ен» республика форумне вун-вун пысăк та телейлĕ çемье представителĕсене пухнă. Çак пулăм çемьери йăла-йĕркесен, çитĕнÿсемпе хавхаланусен чăн-чăн уявĕ пулса тăнă, хальхи Раççейре йăлана кĕнĕ хаклăхсем пĕлтерĕшлине палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пухăннă çемьесене саламланă, форума хутшăннисене чун-чĕререн тав сăмахĕ каланă, наци культурине йĕркелес тата пулас ăрусене воспитани парас ĕçре йăлана кĕнĕ çемье пĕлтерĕшне палăртса хăварнă. «Нумай ачаллă, йĕркеллĕ çемье вăл – пирĕн патшалăхăн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕри. Республикăри çемьесене Владимир Путин Президент хушнипе пурнăçлакан пулăшу мерисемпе тивĕçтерсе эпир пĕрмай çĕнĕлĕхсем йĕркелетпĕр», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Июлĕн 8-мĕшĕнче Çемье тата юратупа шанчăклăх кунне паллă турăмăр. Çак ятпа Вăрмарти культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Округри 2 хисеплĕ çемьене — Чупайĕнчи Галина Васильевнăпа Федор Васильевич Егоровсене тата Аслă Чакра пурăнакан Вера Алексеевнăпа Леонид Иванович Николаевсене уяв ячĕпе саламласа нумай çул пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе, çемье хаклăхĕсене упраса пурăннăшăн, ыттисемшĕн тĕреклĕ çемье тĕслĕхĕ пулнăшăн «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсемпе чысларĕç. Хисеплĕ çемьесене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев ăшшăн саламларĕç. Çавăн пекех пирĕн округри пултаруллă çемье дуэчĕсем — мăшăрсем — илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.
Галина Васильевнăпа Федор Васильевич Егоровсем 50 çул пĕрле утăмлаççĕ пурнăç çулĕпе. Вĕсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ йăлтах Вăрмар районĕпе çыхăннă иккĕшĕн те. Федор Васильевич хăйĕн ĕç кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, тăван хуçалăхра тракторист, шофер, механик пулса ĕçленĕ, чылай вăхăт хушши ертÿçĕ должноçĕсене йышăннă, сĕт-çу завочĕн директорĕ, «Дружба» колхозăн председателĕ пулса тăрăшнă. Галина Васильевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван шкулта истори учителĕ, педагог-организатор, завуч пулса вăй хунă. Иккĕшĕ вĕсем виçĕ ачана тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ, паянхи кун 5 мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.
Вера Алексеевнăпа Леонид Иванович 35 çул пĕрле, çут тĕнчене виçĕ ывăлпа пĕр хĕр парнеленĕ, тăватă мăнук вĕсен. Николаевсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан, ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн чунтан тăрăшакан çирĕп çемье. Леонид Иванович хăй те нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, предприниматель вăл, илемлĕ сĕтел-пукан туса хатĕрлет, суту-илÿ ĕçĕпе тăрăшать. Леонид Иванович Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ те.
Вера Алексеевна хăйĕн ĕç кун-çулне Аслă Чакри шкулта хими учителĕнчен пуçланă. Вăрмарти çемьесене тата ачасене социаллă пулăшу кÿрекен центр директорĕ, Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, хальхи вăхăтра Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта учитель пулса вăй хурать. Вера Алексеевнăпа Леонид Иванович пĕр-пĕрне хисеплесе килĕшÿпе юратура пурăнни, çемье хаклăхĕсене малти вырăна хуни ыттисемшĕн тĕслĕх.
Çавăн пекех мероприятире ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшу кÿрессипе ĕçлекен «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн социаллă координаторне Татьяна Шигильдеевăна ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе чысланă.
Эвелина МИХАЙЛОВА
