Çын капиталне аталантарасси, регионăн шайлашуллă аталанăвĕ тата экономикăн çирĕп модельне йĕркелесси. Шупашкарти йăлана кĕнĕ экономика форумĕн темине ку хутĕнче çак тĕллевсем никĕслерĕç. «Чăваш Ен – ăнлануллă аталану» темăна тĕпе хунăскерĕн пĕрлехи ларăвĕ Оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.

Шучĕпе 15-мĕш форума пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев регион юлашки çулсенче утса иртнĕ çула сăнарларĕ-хак­ларĕ, унăн çирĕп аталанăвне тивĕçтерес енĕпе малашне пурнăçламалли тĕллевсене те палăртрĕ. Промышленноç кал-кал ĕçлени савăнтарать: электротехника, хими отраслĕсем, станоксем, машинăсем тă­вакан отрасльсем лидер позицийĕсене татах çирĕп­летрĕç. Олег Алексеевич çакă флагман шутланакан предприятисемпе алла-аллăн ĕçленин, çак ĕçе пĕчĕк тата вăтам предприятисене те явăçтарнин кăтартăвĕ пулнине палăртрĕ. Экономикăн хăвăрт ÿсекен сегменчĕсен шутĕнче Олег Николаев туризма асăнчĕ. Вăл хăвăрт вăй илсе пынине цифрăсем çирĕплетеççĕ: Чăваш Ен хăнисен йышĕ 1,7 хут ÿснĕ – 2024 çулта республикăна 1 миллиона яхăн турист килнĕ. Круиз лайнерĕсен пассажирĕсен шучĕ 2020 çулхипе танлаштарсан 4 хут пысăкланнă. «Çак тĕллевсене пурнăçлама пире федерацин туризма аталантармалли программисене хастар хутшăнни пулăшрĕ. Эпир туризм индустрине вăй памашкăн курăмлă пулăшу – пилĕк çулта 2 миллиард тенкĕ – илтĕмĕр», - пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Ун шучĕпе, республикăра бизнеса кăна мар, кунта пурăнакансене те хăтлă. 2020 çултанпа регионта 4 миллион тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, 1,2 пин картише, 160 общество вырăнне хăтлăлатнă, ăшă сечĕсен 140 километрне, инженери инфратытăмĕн виçĕ теçетке ытла объектне тунă, автомобиль çулĕсен 2,4 пин километрне юсанă, 62 километр çул тунă.

Çак тапхăрта сывлăх сыхлавĕн 300-е яхăн объектне тунă е тĕпрен юсанă. Ялсенче 62 ФАП хута янă. Ялсенчи васкавлă медпулăшу валли 120 автомобиль туяннă. Пациентсене тата медицина ĕçченĕсене илсе çÿреме – тата 130 машина. Çакă хуласенче васкавлă медпулăшу чирлĕ çын патне çитессин вăхăтне 21-рен 16 минут таран чакарма май панă. Ку вара çынсен пурнăçне çăлса хăварассине 25% ÿстернĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

«Хыпар» хаçатран.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика