Чăваш Енри 2025-2030 çулсенчи социаллă политика аталанăвĕн стратегийĕ кашни çыншăн пулăшу тытăмне йĕркелеме палăртать. Республикăра 284 пин ытла ватă çын пурăнать. Вĕсене общество ĕçне хастар явăçтармалла. 2030 çулччен «Манăн социаллă центр» центрсен сечĕ пĕтĕм республикипех сарăлĕ. Вĕсем 92 пин ытла çынна пулăшу кÿрĕç. Çавăн пекех пенсионерсемпе инвалидсене чылай вăхăт пăхса тăракан тытăм çăмăллăхсемпе тивĕçтерекенсен йышне анлăлатать: 2025 çулта вăл 233 çынна явăçтарать.

Вăрмарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрта та «Манăн социаллă центр» ĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ социаллă пулăшусемпе пĕр вырăнта тивĕçтерсе çынсен пурнăçне çăмăлрах, хăтлăрах тăвассипе çыхăннă. Çак тĕллевпе кунта ятарлă пÿлĕмсем ĕçлеççĕ. «Манăн социаллă центра» пыракан ватăсене, ветерансене опытлă специалистсем кирек мĕнле ыйтăва та татса пама пулăшаççĕ. Çак центр ĕçĕ «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«Социаллă пулăшу ты­тăмĕпе пурин те усă курма тăрăшмалла: çĕнĕрен вĕреннĕ чухне урăх професси илме, ĕç тупма тата йывăрлăха çĕнтерме. Пирĕн тĕп тĕллев — çынна пулăшасси, унпа юнашар пуласси».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика