bd18426fe43b4d8c9c817063319055c2Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин патшалăх наг­радисемпе наградăласси» Хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăн врач-анестезиолог-реаниматологĕ Геннадий Иванович Николаев ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Палăртма кăмăллă: Геннадий Иванович 2009 çултанпа «Анестезиологи тата реаниматологи» специальноçĕпе аслă квалификациллĕ врач. 1995 çултанпах вăл районти тĕп больницăра анестезиолог-реаниматолог пулса вăй хурать. Унсăр пуçне интенсивлă терапин службине аталантарассипе те тăрăшса ĕçлет. Пациентсене вăхăтра тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассипе тимлет, çавна май çын вилеслĕхĕ те çулран-çул чакса пырать. Юлашки 3 çул хушшинче 849 пациента сиплесе сыватнă.

Геннадий Иванович врач-анестезиолог-реаниматолог должноçĕнче ĕçленĕ май, врач-трансфузиолог ĕçне те пурнăçласа пырать. Çак ĕçе те вăл çÿллĕ шайра йĕркелесе янă. Пултаруллă врач анестезиологи тата трансфузиологи енĕпе тарăн пĕлÿ пухнă, çавна май чи йывăр патологипе килекен пациента та вăхăтра тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пама пултарать. Пациентсене сипленĕ май хальхи йышши медицина технологийĕсемпе усă курать, диагностика витĕр кăларассипе те ĕçлет. Геннадий Иванович хăйĕн ĕçĕнче телемедицина технологийĕсемпе те анлă усă курать, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тĕп анестезиолог-реаниматолог видеоселектор мелĕпе ирттерекен канашлусене активлă хутшăнать, медицина пулăшăвĕн çĕнĕ мелĕсемпе паллашать, малашлăхра вĕсемпе хă­йĕн ĕçĕнче анлă усă курать. Район больницине килекен çамрăк специалистсене те хăйĕн паха опычĕпе паллаштарать, вĕсем вара хăйсен профессиллĕ пĕлĕвне аталантарса малалла хăйсемех ĕçлеме пултараççĕ.

Александра ФИЛИППОВА, район больницин

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика