Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн пирĕн округри культура ĕçченĕсем тата чăваш эстрада çăлтăрĕсем автоклубпа тĕрлĕ ялсене тухса вырăнти халăха хăйсен юрри-ташшисемпе пĕрре кăна мар савăнтараççĕ.
Иртнĕ кунсенче вара вĕсем Аслă Чак ял территорине кĕрекен Кĕçĕн Чак ялне çитсе курчĕç. Унта халăх вĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Михайлова, эстрада юрăçи, радиожурналист Елена Энжей, Эльвира Захарова, Ольга Михайлова, Юрий Николаев кунта пурăнакансем валли çуллахи илемлĕ те хитре концерт программине хатĕрленĕ. Паллă юрăçсем хăйсен юрри-ташшипе вырăнти халăха чылайччен савăнтарнă, пĕрле юрланă, ташланă. Кĕçĕн Чак çыннисем вĕсен кашни юррине тăвăллăн алă çупса хапăл тунă. Концерт программи хыççăн пĕрле уçă калаçу та йĕркеленĕ. Юлашкинчен Кĕçĕн Чакра пурăнакансем пултаруллă та маттур юрăçсене лайăх концертшăн тав тунă, малашлăхра хăйсем патне тăтăшах килсе курма, юрă-ташăсемпе савăнтарма ыйтса хăварнă.
Ольга МИХАЙЛОВА, Вăрмарти культура çурчĕн директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ
