na

Чăваш Енре Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе июнĕн 24-мĕшĕнче «Сывлăх патне утăм» çĕнĕ проект старт илнине пурте пĕлетпĕр. Вăл профилактика медицинине Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыншăн уçăрах тума пулăшать. Нумай вăхăт кĕтмесĕрех профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухма, специалистсенчен консультаци илме, меллĕ вырăнта анализ пама пулать. Кунта сывлăха тÿлевсĕрех тĕрĕслеме май пур. Республика кунĕнче Вăрмар поселокĕнче те тĕп площадьре шатерта халăха медицина специалисчĕсем йышăнчĕç. Ун хыççăн Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Мăнçырма ял çыннисем те «Сывлăх патне утăм» проект шайĕнче тĕрĕсленме пултарчĕç.

Киввăрмарсем /ÿкерчĕк çинче/ хăйсен сывлăхне Ял уявне паллă тунă кун праçник пыракан вырăнтах тĕрĕслеме пултарчĕç. Вăрмарти тĕп больницăн 15 медицина ĕçченĕ пĕтĕмпе 173 çынна йышăннă çак кун. Çавăн пекех шкул ачисем хушшинчи 4 волонтера та явăçтарнă çак проекта. Ял çыннисем артерири юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне тĕрĕс­леме, сахăр тата холестерин шайне тĕпчеме анализсем пама, ЭКГ тухма пултарчĕç. Надежда Илариевна Васильева поликлиника заведую­щийĕ — онколог, Анна Сергеевна Белова терапевт, Татьяна Валентиновна Петрова пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ тĕрĕсленнĕ çынсене пурне те сĕнÿсем панă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ шайĕнче мобильлĕ ФАП тата «Сывлăх пункчĕсем» Вăрмар округĕн ялĕсенче графикпе килĕшÿллĕн çăвĕпех ĕçлĕç. Вĕсем кÿрекен медицина пулăшăвĕсемпе усă курмасăр ан юлăр. Кашни çыншăн хăйĕн сывлăхне упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен чир-чĕре профилактикăлани пуласлăхра йывăрлăхсенчен сыхланма пулăшать.

Надежда ВАСИЛЬЕВА, Вăрмарти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ-онколог

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика