Маргарита ПРОКОПЬЕВА

Чаплă йĕр хăварнă

Вăл историнче.

Шухăшăм халь манăн

Казаков çинчен.

Пулнă истребитель

Иртнĕ вăрçăра.

Çĕнтерÿ туптанă -

Çуннă сывлăшра.

Хăрамасăр вĕçнĕ

Вутлă çумăрта.

Тăшмана аркатнă

Юнлă тар тăкса.

Çапăçнă хаяррăн

Хĕрхенмен хăйне.

Çамрăк ĕмĕр иртнĕ

Вăрçă вутĕнче.

Çĕршыв хисеплерĕ

Чаплă паттăра.

Герой ятне илтрĕ

Çирĕм виç çулта.

Мĕнчул медаль-орден

Кăкăрĕ çинче.

Илер тĕслĕх пурте

Мирлĕ çĕр çинче.

Кашнин ăсĕнче те

Вилĕмсĕр кун-çул.

Халăх асĕнче те

Ĕмĕр чĕрĕ пул.

Вăрмар поселокĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика