1929 çулхи январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Урнар ялĕнче Захар Платоновичпа Мария Михайловна çемйинче ывăл ача çуралнă. Ăна Карл ят панă. Çул çитсен Карл аслисемпе пĕрле шкула çÿренĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăмла ĕçĕпе ĕçленĕрен Карл 8 класс пĕтерсенех хăмла виçекенĕ, ун хыççăн хăмла бригадирĕ пулса ĕçленĕ.

Вăхăт çитсен Карла салтака ăсатаççĕ, 3 çул Полоцк хулинче хĕсметре пулать вăл. Кунта унăн тăрăшулăхне асăрхаççĕ. Карла ялта хăмла ĕçĕпе тухăçлă ĕçленĕшĕн «Рос­хмель» пĕр­лешĕвĕ Тав çырăвне çар чаçне ярса панă. Маттур, ĕçчен салтака пурте хи­сеп­леççĕ, унран тĕслĕх илеç­çĕ. Çар чаçĕн командирĕ — Совет Сою­зĕн Геройĕ, полковник — алă пусса çирĕплетнĕ Мухтав хучĕ те панă Карл Захаровича.photo 2025 06 22 20 08 55

Хĕсметрен таврăнсан Мускавра хăмла агрономне, унтан Канашри училищинче анлă профильлĕ механизатора вĕренет. Малтан плугарь пулса тăрăшать. Унтан ăна çĕнĕ трактор шанса параççĕ. Çапла колхозра 34 çул тракторпа ĕçлесе пенсие тухнă. Акнă, сухаланă, вăрман турттарнă, пулăшнă, юсанă, мĕн ĕç тумалла — çавна пурнăçланă. Ĕçе юратса, парăнса, тăрăшса нумай çул ĕçленĕшĕн, çамрăксене вĕрентнĕшĕн, чăтăмлăх, вăй çитернĕшĕн ветеран ятне панă. РФ Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвĕсене, юбилей медалĕсем, «Мастер — золотые руки» диплом, КПСС ЦК Хисеп грамотисене, «Наставник-тракторист» удостоверени илнĕ вăл.

1958 çулта Карл Шутнерпуç хĕрĕпе Ульяна Михайловнăпа мăшăрланать. Вĕсем 5 ача çуратнă. Аслă ачи çамрăклах вилнĕ. Ытти ачисем пурте аслă пĕлÿллĕ. Республикăн тĕп хулинче пурăнаççĕ. Аслă ывăл хĕсметрен «полковник» званипе килнĕ. Тепĕр ывăлĕ Саша çурçĕрти стройкăра инженер пулса ĕçленĕ. Люба хĕрĕ экономист пулса ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ Нина Раççей конкурсĕнче «Лучший стоматолог» ята тивĕçнĕ. Карл Захаровичпа Ульяна Михайловнăн 7 мăнук, кĕçĕн мăнуксем те çитĕнеççĕ. Карл Захаровичпа Ульяна Михайловна пĕрле 62 çул пурăннă, паянхи кун ĕнтĕ вĕсем çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Захар Платоновичпа Мария Михайловнăн тепĕр ачи — Ева Захаровна — 1931 çулхи апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă. Ыттисем пекех шкула çÿренĕ, аслисене пăхса пĕчĕк­лех ĕçе вĕренсе ÿснĕ. Килте çĕвĕ машини пулнăран Ева та, пĕртăванĕсем те унпа ĕçлеме хăнăхнă. Çыхма та, çав шутра шăтăкла çыхма, питĕ ăста пулнă.

Шкул пĕтерсен амăшĕпе пĕр­ле хăмла çинче ĕçлеме пуçланă. Пенсие тухичченех хăмла çинче бригадирта вăй хунă. Колхозра нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем панă ăна. «Тыл ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн юбилей медалĕсем, саламлă çырусем те панă.

Пенсие тухсан вăрçă çулĕсенчи йывăр пурнăçа аса илсе çамрăксене каласа паратчĕ. Вăкăрпа Вăрмара тырă турттарни, вăкăр сĕтĕрсе кайни, çĕрле 2-мĕш смена ĕçлени, вакун пушатни-тиени, хăй кăларнă çĕр улмие Кавала леçме кайсан асап курнисене аса илетчĕ. Пенсире те ахаль ларман вăл, алсиш-нуски çыхнă, çăм арланă. Юрлама та юратнă. Тăванĕсене тараватлăн кĕтсе илнĕ, пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă. Ашшĕ-амăшне пăхса пурăннă, вилсен пытарнă. Халĕ хăй те çук. Урнар ялĕнчи масар çинче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.

Регина ЕГОРОВА

Çиçтĕпе ялĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика