Июлĕн 16-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем çаксем пулчĕç: Чăваш Республикин 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă экономикăллă аталанăвĕн тата бюджета пурнăçланин малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвĕсем; Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çĕнĕ социаллă проекчĕсем: «Ниме — халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне утăм», «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем», «Мирлĕ пурнăçа — утăм», «Республика Пуçлăхĕн контролĕнче». Информушкăнсем Кивĕ Вăрмар, Кĕлкеш, Мăнçырма ял тăрăхĕсенче пулчĕç.
Кĕлкеш ял тăрăхĕнче ĕçлĕ тĕлпулу «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче, кунта ĕçлекенсем хушшинче иртрĕ. Информушкăн йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталанупа спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Раççей ял хуçалăх банкĕн Вăрмарти уйрăмĕн управляющийĕ Алевтина Максимова пулчĕç. Вĕсене Кĕлкешри территори пайĕн начальникĕ Олег Кузьмин, «Ямуков Г.Н.» хуçалăхĕн пуçлăхĕн Геннадий Ямуковăн шăллĕ Валерий Ямуков кĕтсе илчĕç. Хуçалăхра вырмана тухма хатĕрленетчĕç.
Леонид Пронин республикăн, Александр Краснов Вăрмар округĕн социаллă экономикăллă аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç.
Алевтина Максимова Раççей ялхуçалăх банкĕ паянхи кун кÿрекен пулăшусемпе паллаштарчĕ, ултавçăсенчен асăрханмаллине ăнлантарчĕ. Геннадий Ямуков Раççей ял хуçалăх банкĕн вип-клиенчĕ шутланать, хуçалăхри пур техникăна та çак банк урлă туяннă, халĕ те тачă çыхăнса ĕçлет.
Кĕлкешсене ялта çĕнĕ культура çурчĕ туса лартасси, çулсене юсасси пăшăрхантарать. Шăпах çак ыйтусене çĕклерĕç вĕсем информкун шайĕнче. Халăха канăçсăрлантаракан пур ыйтăва та яваплă çынсем контроле илнĕ.
