28caeeec8d934fdd85864359e8c13ff0

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль, сăра вĕретмелли культурăна тата хăмла ĕçне аталантарассине халалланăскер, тăваттăмĕш хут старт илчĕ. Вăл РФ Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе иртет. Кăçал унта Беларуçран та хутшăннă май фестиваль пĕтĕм тĕнчери статуса тивĕçрĕ.

— Раççейĕн «симĕс ылтăнĕ» форума хутшăннă май пурне те чун-чĕререн саламлатăп, - терĕ Чă­ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев унта хутшăннисене. – Эпир ăна яланхи пекех çак чаплă гастрофестивальтен пуçлатпăр. Вăл хăмла туса илессипе çыхăннă мĕн пур япалана яр уççăн, тутлă, туйăмлă кăтартса парать. Кунта пирĕн рестораторсен, хăмла тата салат, пыл туса илекенсен продукцийĕ пур. Пирĕн форум шайĕнчи тĕллев – ĕç-хĕлĕн хальхи тăрăмне тата пĕрле пурнăçа кĕртмелли плансене сÿтсе явасси. Çак площадкăра вара вăхăта кăсăклă, пĕлтерĕшлĕ, питĕ туйăмлă ирттерме, çĕнĕ туссем тупма, туйăмсемпе авăрланма, малалла утмашкăн çĕнĕ шухăшсем пухма сунатăп.

Фестиваль - çитĕнÿсене кăтартмалли, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли тата кăпăклă шĕвекпе хăмла туса илекенсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетмелли хăйне евĕрлĕ лаптăк. Мероприяти регионти брендсене малалла çирĕплетме, ял хуçалăх аталанăвне инвестицисем явăçтарма пулăшать.

Çĕршыври тата вырăнти сăра вĕретекенсем, çавăн пекех Беларуç производителĕсем лапама хăйсен продукцине тăратнă. Вĕсен шутĕнче - «Букет Чувашии», «Булгарпиво», «Визит», «Золотой хмель», «Наше Пиво» компанисем, ыттисем.

Хăнасем сăра сорчĕсене астивме тата хулари кафесемпе ресторансен кучченеçĕсемпе киленме пултараççĕ. Фестивале 21 сăра завочĕ, общество апатланăвĕн 25 предприятийĕпе пĕчĕк формăллă хуçалăхсен 7 предприятийĕ тата халăх промыслисен 6 представителĕ хутшăнаççĕ.Июлĕн 17-18-мĕшĕсенче «Раççей хăмли» конференци иртет. Хăмла, салат тата ĕçме туса илекен 200-е яхăн специалист хăмла çитĕнтерессипе сăра индустрийĕн аталанăвĕн малашлăхне сÿтсе явĕç. Чăваш Ен хăмла туса илессипе Раççей малта пыракан регионĕсенчен пĕри шутланать. Республикăра ятарлă пулăшу мерисем пур: нумай çул ÿсекен культурăна хывмалли тата пăхса тăмалли тăкаксене саплаштарасси, хăмла сут­нă май оборудовани туяннă хыççăнхи тăкаксен пĕр пайне тавăрасси.

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программи шайĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе çĕнĕ «Чăваш хăмли» грант хута каять. Хăмла çитĕнтерессине аталантарма грант пулăшăвĕ шайĕнче 2025-2030 çулсенчи тапхăр валли федераци бюджетĕнчен 1,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен — тата 2,2 млрд тенкĕ. Конкурс тăрăх ку укçа-тенкĕ Раççей организацийĕсемпе пайăр предпринимательсене тивĕçет. Çавна май бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчи инвестицисене хăмла туса илессине тата тирпейлессине, парка тата оборудование çĕнетессине йĕркелеме ярĕç.

Олег Николаев отрасль умне лартнă тĕллев: 2030 çул тĕлне хăмлан пĕтĕмĕшле виçине 2 пин тоннăна çити ÿстересси, импорта чăваш хăмлипе Раççей потребителĕсен çак чĕр тавар кирлĕлĕхĕн 50 проценчĕ таран улăштарасси.

Валентина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика