photo 2025 07 16 16 30 38

Иртнĕ кунсенче Чăваш Енĕн Ял хуçалăхĕн Наукăпа тĕпчев институчĕн Çĕрпÿ муниципалитет округĕнчи бази территорийĕнче республикăри «Уй кунĕ» XIX курав-демонстраци иртнĕ. Мероприяти çĕршыври 15 регионти 69 организацие пухнă. Çав шутра ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли техникăпа хатĕрсене кÿрекен 28 çын. Курава хутшăнакансемпе малта пыракан селекционерсем, отрасль эксперчĕсем, аграри предприятийĕн специалисчĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем тата регионти агропромышленность комплексне аталантарас ĕçе хастар хутшăннă çамрăк специалистсем.

Уява уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Уй кунĕ» курав чиккинчен тахçанах тухнине, ял хуçалăх производствин сферинче опытпа ылмашăнмалли тата инновациллĕ йышăнусем кăтартмалли площадка пулса тăнине палăртнă. Çавăн пекех «Уй кунĕ» шайĕнче хăйĕн ĕçне пуçласа яракан 20 фермерпа хресчен /фермер\ хуçалăхне тата агропромышленность комплексĕн предпринимателĕсене «Агростартап» грант илме сертификатсем панă. Грант пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле сумми федераци тата регион бюджечĕсенчен уйăрнă 99 миллион тенкĕпе танлашнă.

«Уй кунне» Вăрмар тăрăхĕнчи хресчен /фермер\ хуçалăхĕн пуçлăхĕсем те хутшăннă, çĕнĕ ял хуçалăх техникипе тата ял хуçалăх культурин элита сорчĕсемпе паллашнă.

Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика