Раççей Президенчĕн В.Путинăн йышăнăвĕ­пе 2025 çултан пуçласа «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ пурнăçланать. Проект тĕл­левĕ — çамрăксене аталанмалли майсем туса парасси. Çак шутра çĕнĕ шкулсем хăпартасси, шкулсене юсасси, педагогсен квалификацине ÿстересси, вĕрентмелли çĕнĕ методикăсем тата вĕренмелли хăтлă условисем хатĕрлесси, тĕнче шайĕнчи кампуссен сетьне аталантарасси, «Приоритет 2030» программăпа килĕшÿллĕн аслă вĕрентÿ заведенийĕсене пулăшу кÿресси.

Чăваш Енре кăçал çак наци проекчĕ шайĕнче кашни çулах ачасемпе педагогсем хушшинче иртекен конкурс — «Ача садĕнче Акатуй» мероприяти йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ — чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне, чĕлхине тĕпчесе упраса хăварасси, патриотлăх туйăмне аталантарасси, ачасене чăвашсен йăли-йĕркисем урлă наци культурипе çывăхлатасси.

Вăрмар поселокĕнчи «Колосок» ача садĕн­че чăваш халăхĕн чи пысăк уявĕсенчен пĕри «Акатуй» иртнĕ. Ачасем чăваш вăййисене вылянă, вăйă картине тăрса юрăсем юрланă, тăван тăрăх çинчен чăвашла сăвăсем каланă. Воспитательсем пĕчĕкскерсене çĕр ĕçченĕсем мĕн çуркуннерен пуçласа кĕр кунĕсем таранах ырми-канми тăрăшса еплерех çăкăр çитĕнтерни çинчен, килти сĕтел çине вăл мĕнле майпа килсе выртни çинчен ăнлантарса панă. «Колосок» ĕçченĕсем ачасене патриотизм туйăмĕпе тăван тăрăха, унăн йăлисене юратма вĕрентсе ÿстереççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

«Чăваш Ен – пирĕн пĕрлехи килĕмĕр. Эпир республикăри ха­лăхсен культурипе тата йăли-йĕр­кипе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Паян эпир хамăрăн мăн асаттемĕрсем ĕмĕтленнĕ ырлăхлă, тĕрĕслĕхлĕ тата чечекленекен Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн малалла ĕçлетпĕр. Унта кашниех хăйĕн ĕмĕт-шухăшне пурнăçлама пултарĕ, ачамăрсем тăван çĕре чунтан юратса çитĕнĕç, аслă ăру вара тивĕçлĕн тата хисеп курса пурăнĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика