photo 2025 07 17 12 25 11

Вăрмар округĕнчи ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем пурĕ 22 пин гектара яхăн тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Вĕсенчен 4 пин те 500 гектарĕ кĕрхи культурăсем шутланаççĕ. Кăçал уй-хире комбайнсем кăларнă чи пĕрремĕш хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем - «Ямуков Г.Н.» тата «Михайлов А.В» пулчĕç.«Ямуков Г.Н.» хресчен /фермер\ хуçалăхĕн­че хĕрÿ ĕççи пуçланнă. Хальхи вăхăтра кунти комбайнерсем 405 гектар çинчен кĕрхи тулă пухса кĕртессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Кĕрхи тулă тухăçĕ лайăх пулмалла. Вырнă тырра складра хуçалăх ĕçченĕсен тепĕр ушкăнĕ кĕтсе илет. Вĕсем тырра алласа тасатассипе тăрăшаççĕ. Кăçалхи июлĕн 17-мĕшĕнче çак хуçалăхра 3 комбайн харăсах ĕççине тухнă. «Михайлов А.В.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çак кун 100 гектар çинчен кĕрхи тулă пухса кĕртессипе ĕçе тытăннă.

«Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче вара выльăх апачĕлĕх сенаж хатĕрлессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Округри хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 5000 тонна сенаж, 3000 тонна утă хатĕрленĕ.

Иван Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика