Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект пирĕн Вăрмар округĕнче ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çак проектпа килĕшÿллĕн кашни территори пайĕнчех çуллахи вăхăтра çамрăк ăру валли тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Сăмахран, Чулкас ял тăрăхĕнче ачасемпе çамрăксем валли июнь уйăхĕнче тĕрлĕ тематикăлла мероприятисем хатĕрлесе ирттернĕ. Пĕтĕм тĕнчери ачасене халалланă уяв ачасене питĕ килĕшнĕ. Çак уйăхрах вĕсем валли спорт вăййисен площадкине уçнă. Çавăн пекех ял халăхĕ мăн асаттесемпе мăн асаннесен йăли йĕркисене тытса пырса чиркÿ уявĕпе ял уявне çыхăнтарса пысăк уяв йĕркелерĕ. Шкул стадионĕнче те спорт мероприятийĕсем иртнĕ, вĕсенче 100 ача ытла хутшăннă. Мини-футбол турнирĕ те иртнĕ, вĕсенче 7 команда Вăрмар тăрăхĕнчен тата пĕр команда Муркаш тăрăхĕнчен пулнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Ямпайĕнчи клубра та ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Иртнĕ кунсенче кунта «Веселые старты» эстафета йĕркеленĕ. Çамрăк ăру унта хаваспах хутшăннă, командăра пĕрле туслă выляма вĕреннĕ. Июнь уйăхĕ тăршшĕпех Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасем валли «Лучики» кăнтăрлахи лагерь ĕçленĕ. Кунта пурĕ 30 ача тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă, вĕсене техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйланă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăçа утăм тăвар» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Лучики» кану лагерьне ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене чи малтан вырнаçтарнă. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене вут-шанкăпа тивĕçтерес ĕç пырать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе килĕшÿллĕн июнĕн 28-мĕшĕнче Чулкасри Культура çурчĕ умĕнче «Сывлăх пункчĕ» ĕçленĕ. Унта районти тĕп больницăн врачĕсемпе медицина сестрисем килсе вырăнти халăхăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Пурĕ 173 çын хăйсене кирлĕ медицина пулăшăвĕ илнĕ. Çÿлерех асăннă мероприятисем йĕркелес ĕç малалла пырать.
Георгий Усков, Чулкасри территори пайĕн начальникĕ
