2025 çулхи март уйăхĕн­чен Правительство ял ипотекине парас йĕркене улшăнусем кĕртнĕ.

Маларах çăмăллăх кредитне кăмăл тăвакансем пурте илме пултарнă. Халĕ вара икĕ категори çеç тивĕçет:

Ял специалисчĕсем:

• АПК ĕçченĕсем /фермерсем, ветеринарсем, ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем\.

• Муниципалитет служащийĕсем.

• Тухтăрсем, вĕрентекенсем, культурăпа социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем.

• Ял хуçалăх сферинчи предпринимательсем.

СВОна хутшăнакансем тата вĕсен çемйисем:

• Çар çыннисем — ятарлă çар операцине хутшăнакансем.

• Вĕсен мăшăрĕсем.

• Тăлăха юлнă мăшăрĕсем /тепĕр хутчен мăшăрланман пулсан\.

Çурт-йĕре ăçта туянма пулать?

Программăна маларах 30 пин çынран нумай мар пурăнакан поселоксене те кĕртнĕ. Халĕ списока регионсем хăйсем палăртаççĕ. Çак шута кĕреççĕ:

• Облаçри центрсенчен 50 км вырнаçнă поселоксем.

• Миллион çын пурăнакан хуласенчен 30 км вырнаçнă ял-поселоксем.

Финанс параметрĕсем тупăшлă юлнă:

• Ставка — 0,1 процентран пуçласа 3 процент таран.

• Малтанхи взнос — 20 процентран пуçласа.

• Чи пысăк сумма — 6 млн /çемье валли — 12 млн\.

Укçана ăçта тăкаклама юрать?

• Хатĕр çурт туянма /5 çултан кивĕ пулмалла мар, сутуçă уйрăм çын пулмалла\.

• Çурт тума.

• Участок туянма, каярахпа унта çурт çĕклеме.

• Сахал хутлă çуртра /5 хут таран\ хваттер туянма.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика