Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче Марфа Ионовнăпа Глеб Андреевич Шишкинсен çемйинче 1926 çулта апрелĕн 30-мĕшĕнче ывăл ача çуралнă. Ăна Борис ят панă.![]()
Çул çитсен шкула кайнă, аппăшĕ патĕнче Канашра вĕренсе тухнă. 1942-1943 çулсенче Канашри механизаци курсне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Механик ятне тивĕçнĕ. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче çара каять. Инçетри Хĕвелтухăçне стрелоксен полкне лекет. «Каиччен çул çине валли çимеллисем хатĕрлеме хушрĕç. Пире çуршар михĕ сухари пачĕç. 12 талăк кайрăмăр поездпа», - тесе каласа паратчĕ Борис Глебович. Кунта вăл çар пехотин училищинче вĕренет. 1945-1948 çулсенчи сентябрьччен 220, 326 уйрăмсенче Приморск тăрăхĕнчи батальонра пулнă. Батольон Япони вăрçинче çапăçнă. Паттăрла ĕçсемшĕн, тăшмана çĕнтерме хутшăннăшăн «За победу над Германией», «За победу над Японией» тата ытти юбилей медалĕсем илме тивĕçлĕ пулнă.
1948 çулхи декабрь уйăхĕнче киле таврăннă. Çартан килсен комсомол ĕçне пурнăçланă: комсорг, ВЛКСМ бюро секретарĕн заместителĕ, 1948 çулта комсомолсен конференцинче РК ВЛКСМ йышне суйлаççĕ. Унта вăл кадрсемпе организацисен инструктор ĕçне апрель уйăхĕччен туса пынă.
Ялта Лена ятлă хĕрпе паллашнă. 1949 çулта мăшăрланнă. 1949-1950 çулсенче ялти паркра механик пулса ĕçлет. Малалла Вăрмарта МТС-ра механик, участокри механик, профком председателĕ пулса ĕçлет.
1957 çулта Вăрмар поселокĕнче çурт лартнă. Вĕсен 5 ача. Аслисем: Тольăпа Сергей ашшĕ пекех ялхуçалăх енĕпе вĕреннĕ. Ашшĕпе пĕрлех ĕçленĕ. Хĕрĕсем те аслă пĕлÿ илнĕ. Хăйсем вĕреннĕ ĕçре ĕçлесе пенсие тухнă. Кĕçĕн ывăлĕ Вова Йошкар-Олара аслă пĕлÿ илнĕ, Мускавра пурăнать, ĕçлет. Шел пулин те, аслă ывăлĕпе аслă хĕрĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Шишкинсен 5 ача, 12 мăнук тата кĕçĕн мăнукĕсем те пур. Вĕсем пĕрле 50 çула яхăн пурăннă. Çуртне Сергей ывăлĕпе Вера хĕрĕ пăхса тăраççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ.
Борис Глебович Шишкин 1999 çулта çĕре кĕнĕ, Елена Захаровна Шишкина 2021 çулта вилнĕ. Вĕсене иккĕшне те Вăрмарти масарта пытарнă.
