1924 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Урнар ялĕнче Захар Платонович Куприн çемйинче çуралса ÿснĕ Елена Захаровна. Çемьере 11 ача пулнă. Йышлă та туслă çемьери ачасем мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайласа пурăнаççĕ.photo 2025 04 10 09 22 16

Çичĕ класс вĕренсе пĕтер­нĕ хыççăн çамрăклах ĕçе кÿ­­лĕн­нĕ Елена Захаровна. Çемьере асли пулнăран малалла вĕренме кайма май килмен. Çапла вара 1943-1948 çулсенче Свердловскри çар заводĕнче вăй хурать. Çак çулсенче мĕн кăна тÿсмен-ши халăх? Вăрçă çулĕсенче, ун хыççăн та çынсен пурнăçĕ йывăр пулнă. Ачасем те аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ, хĕрарăмсем те арçынсенчен юлмасăр вăй хунă. Елена Захаровна та çакна пĕтĕмпех тÿссе ирттернĕ.

Çамрăксен малашлăх çутă. Елена Захаровна хăйĕн пулас мăшăрне тĕл пулнă. Ял каччипе – Борис Глебовичпа 1949 çулта çемье çавăрнă. Вĕсен пилĕк ача. Вĕсем пурте çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланса пĕтнĕ. Шел пулин те, аслă ывăлĕ Анатолий, аслă хĕрĕ Надя вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Мăшăрĕ – Борис Глебович, вăрçăра пулнăскер, 1999 çулта çĕре кĕчĕ. Ку вара Елена Захаровнăшăн пысăк çухату пулчĕ. Ытти ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем йăх-тĕпе малалла тăсаççĕ. Мăнуксене, кĕçĕн мăнукĕсене Елена Захаровна хăйĕн йывăр пурнăçĕ çинчен час-часах каласа тĕлĕнтернĕ. Çар заводĕнче еплерех ĕçлени, ун хыççăн колхоза ура çине тăратас тесе вăй хуни, Вăрмарти чукун çул станцийĕн лавккинче заведующинче, «Сельхозтехника» пĕр­лешĕвĕнче рабочире, вара складра майлакан пулса, каярахпа склад заведующинче, бухгалтерта тăрăшни — мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксене пурте интереслĕ. Пур ĕç те хисеплĕ. Ĕçрен вăтанмалла мар, хăрамалла мар. Ĕçри хастарлăхшăн нумай Хисеп хучĕсемпе парнесем илме тивĕçлĕ пулнă вăл. 1946 çулта «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль, Аслă Оте­чественнăй вăрçă чарăннăранпа 30, 40, 50, 60, 65 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕсем пур. Çавăн пекех ЧР Президенчĕ Аслă Çĕнтерĕве 50 çул çитнĕ ятпа панă саламлă çыру та упранать. «Ĕç ветеранĕ» медаль, нумай ача пăхса ÿстернĕшĕн Ача амăшĕн медальне те панă. Вĕсене те мăнукĕсем çавăра-çавăра тытса пăхаççĕ. Çакă мар-и-ха ĕнтĕ çамрăк ăрусемшĕн ырă тĕслĕхĕн арчи!

Регина ЕГОРОВА, ĕç ветеранĕ, Çиçтĕпе ялĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика