Елчĕк муниципалитет округĕнчи тыр-пул ăстисем кĕрхи тулла пухса кĕртме тытăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев округ территорине тĕрĕслесе çаврăннă май Анатолий Петровăн хресчен-фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче вырма ĕçĕсем пуçланнипе паллашнă.
Паянхи куна хуçалăх комбайнерĕсем кĕрхи тырăсен 214 гектарĕнчен 5-шне тирпейленĕ. Вăтам тухăç гектартан 45 центнерпа танлашнă, ку республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Предприятин пĕтĕмĕшле акмалли лаптăкĕ 639 гектарпа танлашать, кĕрхи тырăсемсĕр пуçне фермерсем 292 гектар çурхи тулă, 110 гектар пăрçа тата 23 гектар вика туса илеççĕ.
«Çанталăк условийĕсем кăçал аптрамаççĕ. Май тата июнь уйăхĕсенче нумай вăхăт хушши çумăр çуни çĕре нÿрĕкпе тăрантарма, ÿсентăрана вăй илме май панă. Ман алăра пучах - тулса, пиçсе çитнĕ. Тухăç сăнĕсем питĕ лайăх. Ăна çухатусăр пÿлмесене пухсан пĕлтĕрхи кăтартусенчен иртме пултаратпăр. Планри кăтартусене те, паллах, çитетпĕр», - палăртрĕ Олег Николаев аграрисемпе вырма кампанийĕн малашлăхне сÿтсе явнă хыççăн.
Аса илтеретпĕр, вырма кампанине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев июлĕн 12-мĕшĕнче Çĕрпÿ муниципаллă округĕнчи «ВДС» ООО уйлăхĕсенче старт панă. Паян тыр-пул пухса кĕртес ĕç пĕтĕм республика территорийĕнче пырать. Пĕтĕмпе 25,6 пин гектар тирпейленĕ — 2024 çулхи çак кунхинчен 2,6 пин гектара яхăн ытларах. 103 пин тонна ытла тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç гектартан 40 центнертан иртнĕ.
Кĕрхи тулла 21 пин гектар ытла лаптăкран пуçтарса илнĕ, 86 пин тонна ытла çапнă, пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 41 центнера яхăн.
Тыр-пул пухса кĕртес енĕпе малта - Çĕрпÿ муниципаллă округĕ. Кĕрхи тулăн пĕтĕмĕшле пуххи 16 пин тоннăна яхăн, пĕр гектартан 48 центнер ытла тухăç илнĕ. Уçă çĕрти пахча-çимĕçе пуçтарма та пуçламăшĕ пур. Малтанхи кăтартусем лайăх потенциал кăтартрĕç. Красноармейски, Куславкка тата Шупашкар округĕсенче 1300 тоннăна яхăн пахча-çимĕç пухса кĕртнĕ. Куславкка округĕнчи «Семенов И.В.» хресчен-фермер хуçалăхĕ малтанхи 480 тонна хăяр тата 580 тонна ир пулакан купăста пухнă та ĕнтĕ.
Елчĕк округĕнчи «Волков Э.В.» ХФХра çĕрулмин малтанхи сорчĕсене кăларма тытăннă — гектартан 200 центнер тухăç илнĕ чухне 40 тонна пухса кĕртнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантармашкăн выльăх апачĕ хатĕрлесси тĕп вырăнта тăрать. Хальхи вăхăтра 386 пин тонна ытла хатĕрленĕ ĕнтĕ /2024 çулхинчен 16 пин тонна ытларах/, çав шутран 306 пин тонни — сенаж, 70 пин тонни — утă тата 11 пин тонни — силос.
ЧР ПА пресс-служби.
