Вăрмар округĕнчи 15 хуçалăхра пиçсе çитнĕ тулă пуссисенче хĕрсе кайса кĕрхи культурăсене çапса илеççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне районти хуçалăхсенчи 500 ытла гектар çĕр çинчен 2500 тонна ытла кĕрхи тулă тата ыраш вырса илнĕ.
Акă «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те кунран кун кĕрхи тулă уйĕсем пушанса пыраççĕ. Кĕрхи тулă пĕтĕмпе 850 гектар çинче çитĕннĕ кăçал, çак вăхăта 230 гектар çинчи тухăçа вырса кĕртнĕ. Харăсах виçĕ комбайн — икĕ «Полесье» тата «Акрос» выраççĕ, икĕ КамАЗпа тата МТЗ-тракторпа тулăна уйран склада турттарса тăраççĕ. Комбайнсен штурвалĕ умĕнче — хуçалăхри опытлă ĕçченсем — Арапуçĕнчи Александр Валентинович Васильев, Валерий Геннадьевич Теплов, Çĕнĕ Мăнтăрти Александр Николаевич Артемьев. Арапуçĕнчи Яков Валерьевич Федоров, Александр Николаевич Васильев, Чулкасри Владимир Ильич Тимофеев — тырра склада илсе çитереççĕ.
Ирхи сывлăм типсе çитеймесĕр уя тухаймастăн, 9 сехетелле ĕçе пуçăнаççĕ те каçхине 8 сехетченех уйра пурте. Комбайнсем çинче кондиционер ĕçлет, кĕвĕ-юрă итлеме, ыттисемпе раци урлă çыхăнса калаçма пулать. Комбайн тăрринчи хĕрлĕ тĕслĕ мигалка çутатма пуçлани бункер тырăпа тулнине кăтартать. КамАЗ е трактор водителĕ çакна сăнасах тăрать, техникипе комбайн çывăхне пырса вырнаçать. Икĕ комбайн харăс пушатаççĕ те бункерĕсене малалла вĕçтереççĕ. Ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат илсе тухса çитереççĕ уя. Уяр çанталăкăн кашни кунĕпе тухăçлă усă курассишĕн çине тăрса ĕçлеççĕ халĕ хуçалăхра.
Эвелина МИХАЙЛОВА
